- Чăвашла верси
- Русская версия
Сергей ВАСИЛЬЕВ: «Кĕлетке илемĕ асăнмалăх юлать»
Фотографсен Уорлд-Пресс-сăн ÿкерчĕк "Ылтăн куç" награди "Оскарпа" танлашать. Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çуралнă Сергей Васильев çак хисепе 5 хутчен тивĕçнĕ. Унашкалли Раççейре урăх çук. Вăл — пресса сăн ÿкерчĕкĕн тĕнче ăсти, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Челябинск хулин хисеплĕ гражданинĕ, Туслăх орденĕн кавалерĕ. 81 çултан иртнĕскерĕн ĕçлес туртăмĕ иксĕлми. Интернетра çырнине ĕненес тĕк — Раççей, ют çĕршыв журналисчĕсене унпа çыхăнма, тĕл пулма çăмăлах пулман. Мана ăнăçрĕ: паллă фотограф çак кунсенче шăпах Чăваш Енре хăналанать, канать, вăй пухать. Вăл ĕçтешĕсемпе, ентешĕсемпе курнăçма хавас.
Сергей Васильев мана "Отчий дом" сăн ÿкерчĕксен альбомне вĕçĕ-хĕррисĕр пурнăçра ăнăçу сунса парнелерĕ. Унта вăрăм ĕмĕрлĕ амăшне Матрена Афанасьевнăпа ытти тăванне, пĕр класра вĕренни-сене, ял-йыша курма пулать. Пĕтĕмĕшле илсен Сергей Васильев — сăн ÿкерчĕксен 15 кĕнеке авторĕ. "Призвание — фотограф" кĕнекене, тĕслĕхрен, 30 çĕршыври 40 ытла фотографăн пин ытла ĕçне кĕртнĕ. Ăна, сăн ÿкерме пуçланăранпа 175 çул çитнине халалланăскере, кун çути кăтартмашкăн спонсор пулăшăвĕсĕр пуçне хăй 500 пин тенкĕ хывнă. Тĕрлĕ ăру ăстисен хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарать вăл. "Сăн ÿкерчĕк историне тата паллă ăстасен пултарулăхне пĕлмесĕр лайăх фото-граф пулма çук", — çирĕплетет ум сăмахĕнче Сергей Григорьевич. Унăн кĕнекисенче ентешсен — Семен Игнатьевăн, Борис Ивановăн, Геннадий Верблюдовăн, Сергей Журавлевăн, Вячеслав Романовăн, Лидия Филипповăн — сăн ÿкерчĕкĕсем пичетленнĕ.
Сергей Васильевăн 30 ытла çĕршывра хăйне ятăн курав уçăлнă. Раççейре унăн ĕçĕсене Шупашкар, Ярославль, Мускав, Петропавловск-Камчатск, Хабаровск, Рязань, Чĕмпĕр, Ĕпхÿ, Пермь, Екатеринбург, Эрĕнпур çыннисем курнă. Унсăр пурне тĕнчери фотографсемпе пĕрле çĕр ытла курава хутшăннă вăл.
Тăван кил
— Сергей Григорьевич, эсир тăван республикăна тăтăш килсе çÿретĕр-и?
— Паллах, тăвансемпе, юлташсемпе тĕл пулма çуралнă тăрăха чун туртать.
— Хальхинче эсир çемьепе çула тухнă. Çывăх çынсемпе паллаштарсамăр.
— Акă, тархасшăн: аслă хĕр Марина, мăнуксем Женьăпа Лиза, мăнукăн ачи Вероника. Ывăлăм Сергей ĕçлет, çавăнпа Челябинскра юлчĕ. Мăшăрăм Лида пирĕнтен уйрăлнăранпа 10 çул иртрĕ ĕнтĕ.
— Хăвăрăн мăшăрпа ăçта паллашнă?
— "Вечерний Челябинск" хаçата ĕçе вырнаçсан ача садне сăн ÿкерме ячĕç. Вăл шăпах унта ĕçлетчĕ. Лидăна ачасен ашшĕ-амăшĕ питĕ мухтать иккен. Вăрах калаçнă май воспитатель мана та килĕшрĕ.
Йăлтах "Сменăран" пуçланнă
— Эсир Урал тăрăхĕнче 3 çул тÿпе артиллерийĕнче хĕсметре пулнă. Увольненире поселокри ташă каçĕсене çÿренĕ. Унтах Нелли ятлă хĕрпе паллашнă. Каярах унăн фотоаппарачĕпе ÿкерме пуçлани çинчен вуланăччĕ.
— Çарта батарея старшини званине илтĕм. Салтак аттине хывсан хĕсметри юлташсемпе бригада йĕркелерĕмĕр. Челябинскри комсомолăн "820 стан" ятлă хĕрÿ стройкинче — трубопрокат заводĕнче — ĕçлеме пуçларăмăр. Канмалли кунсенче хулан тепĕр вĕçне Нелли патне вĕçтерсе çитеттĕм. Пĕррехинче унăн пÿлĕмĕнче "Смена" фотоаппарат çакăнса тăнине асăрхарăм. Ăна çуралнă кун ячĕпе парнеленĕ иккен. Хăй вара унпа усă курман. Нелли мана çав аппаратпа сăн ÿкерме ирĕк пачĕ. Общежитири юлташăн — Магнитогорскран килнĕ Борис Мининăн — та "Смена" фотоаппарат пурччĕ. Сăн ÿкересси иксĕмĕршĕн те чун киленĕçне çаврăнчĕ.
— Эсир, Елабугăри милици шкулĕнче, СССР Шалти ĕçсен министерствин академийĕнче пĕлÿ илнĕскер, мĕнле майпа фотограф çулне суйласа илнĕ?
— Уголовнăй шыравра оперуполномоченнăйра ĕçленĕ чухне пушă вăхăтра сăн ÿкереттĕм. Челябинскри сăн ÿкерекенсен клубне çырăнтăм. Кайран парти обкомĕ урлă "Вечерний Челябинск" хаçат редакцине чĕнчĕç. Унта 45 çул ытла ĕçлерĕм.
Хăйсене ирĕклĕ тытаççĕ
— "Ача çурални", " Ял мунчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕнче, тĕслĕхрен, çарамас хĕр-хĕрарăма сăнланă. Кĕлетке илемне кăтартас шухăш мĕнле çуралчĕ? Çак ĕç çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартсамăр.
— Челябинскри ача çуратмалли çурт уçăлнăранпа 40 çул çитнĕ тĕле хатĕрленĕ статья патне сăн ÿкерчĕксем кирлĕччĕ. Эпĕ шала кĕрсенех илĕртÿллĕ пулас амăшне Таня Таинчука асăрхарăм. Тухтăрсенчен, хăйĕнчен ирĕк ыйтса итленĕ-пăхнă вăхăтра, душ айĕнче сăн ÿкертĕм ăна. Ача çуратнине кăтартма та хирĕçлемерĕç. Çавна май раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче çĕрле чĕнсе илчĕç мана. Çак саманта кĕтсе çăмăл машинăна подћезд патĕнчех хăварнăччĕ. Йывăррăн çуратрĕ вăл. Дежурнăй акушер ятласа та илчĕ ăна. Эпĕ вара çав хĕрарăма ăшă сăмахпа лăплантарма тăрăшрăм. Çакăн хыççăн унăн тĕпренчĕкĕн Олегăн хреснашшĕ пултăм. Каярах мăшăрăм ăна ача садне вырнаçтарма пулăшрĕ.
Тепрехинче Мускавра иртекен ача çуратмалли çуртра ĕçлекенсен Пĕтĕм тĕнчери симпозиумне хатĕрленетчĕç. Челябинск хулин тĕп гинекологĕ сăн ÿкерчĕксенче çак пулăм анлăшне кăтартма ыйтрĕ. Таçта та çитрĕмĕр унпа. Хĕрарăмсен консультацийĕнче сывлăх сыхлавçи шăкăрин ларса тухнă пулас амăшĕсене сĕнÿ-канаш пани куç тĕлне пулчĕ. Йыш хушма хатĕрленекенсен хăвачĕ тыткăнларĕ мана. Пиллĕкĕшне юлма ыйтрăм. Вĕсем хăйсене ирĕклĕ тытрĕç.
Манăн юлташăн, предприяти пуçлăхĕн, мунча пурччĕ. Хăйĕн çыннисене унпа усă курма ирĕк паратчĕ вăл. Канмалли кунсенче хĕрарăмсем шăнкăравласа мунча хутма ыйтатчĕç. Пĕррехинче 16-ăн пуçтарăнчĕç. Вĕсенчен пĕри халĕ Малайзире пурăнать. Çитес вăхăтрах унпа Челябинскра тĕл пулма калаçса татăлтăмăр.
— Чăваш Енре пурăнакансем çарамасланса сăн ÿкерĕнеççĕ-и?
— Пур унашкаллисем, çапах нумайăнах мар. Пĕр вунă çул каялла республикăри санаторие килнĕ туллирех хĕрарăм хăй мăшăрăмпа иксĕмĕре шыраса тупнăччĕ. Малтан арăмпа калаçнă вăл. Эпĕ çийĕнчех килĕшрĕм. Малалла вулас...
Комментировать