Синоптиксем ыранпа виçмине асăрхануллă пулма сĕнеççĕ

27 Июл, 2017

Чрезвычайлă лару-тăру министерстви инкеклĕ лару-тăру пирки асăрхаттарать. Ун пек хыпарсене министерствăн республикăри тĕп управленийĕ çынсен карас телефонĕсемпе те систерчĕ.

Ведомство Чăваш Енĕн Гидрометцентрĕ хыпарлани тăрăх асăрхаттарать. Синоптиксем ыран тата виçмине кăштах çумăр çуса иртессине пĕлтереççĕ. Кăнтăрла вырăн-вырăнпа аслати авăтĕ тата пăр çăвĕ. Çил çеккунтра 22 метр хăвăртлăхпа вĕрĕ. Çула-йĕре тухакан транспорта асăрхануллă пулма ыйтаççĕ, çынсене çутă линийĕсем çывăхĕнче тăмалла маррине аса илтереççĕ. 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать