Халăх сăмахлăхĕнчи кашни юрă-кĕвĕ – пуянлăх

24 Апр, 2014

Асатте-асаннесен ырă йăлисем паянхи кун та манăçа тухман. Чăваш халăхĕн нумай енлĕ пултарулăхĕ пире, çамрăксене, савăнтарать те, тĕлĕнтерет те. Эпĕ Йĕпреç районне кĕрекен Чăваш Çармăс тăрăхĕнчи ырă йăласенчен пĕринпе – вăйă картипе - паллаштарăп, ăна ялти ватăрах çынсенчен çыра-çыра илтĕм.

Вăйă юрри купăс сассипе пĕрле илтĕнсен чуна çÿçентерет. Халĕ вăл ялсенче илтĕнме пăрахрĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Ырă йăласем манăçа тухасси те шиклентерет, çакăншăн намăс пулмалла пире. Çапах та вĕсем çухалмасса шанатпăр. Чăваш вăййин пуянлăхне йĕркипе сыпăнтарса пырсан тĕлĕнмелле балет та, опера та пулса тухĕччĕ. Кун çинчен 1900 çулта Н.Г. Гарин-Михайловский «В сутолоке провинциальной жизни» очеркĕнче питĕ витĕмлĕ те илемлĕ çырса кăтартнă… Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ, пурнăç улшăннă пулин те халăх йăлин тымарĕ татăлман-ха, юррисем манăçман.

Чăваш çамрăкĕсен вăййине курнă çул çÿревçĕсем кирек хăçан та тĕлĕнсе тăнă. И.Я. Яковлев ăна авалхи эллинсен театрĕпе танлаштарнă. Ÿкерÿçĕсем ĕлĕк те, халĕ те вăйă картине сăнлама юратаççĕ. Унта чăваш çамрăкĕсен чысĕ, танлăхĕ, тирпейĕ, ĕречĕ-хисепĕ, нумай енлĕ ăсталăхĕ курăнса тăрать.

Кашни юррăн çыннăнни пекех хăйĕн шăпи. Хăшĕ пĕр-икĕ кун çеç пурăнать, хăшĕ ĕмĕрлĕхе юлать, мĕншĕн тесен вăл вăхăт тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Иккĕмĕш тĕслĕхри пеккисен шутне манăн шăпах вăйă юррисене кĕртес килет.

Юрăçсем нумай пулни, çĕнĕ юрăсем çурални аван-ха, анчах паянхи кĕвĕсем чăвашла янăраманни хурлантарать. Чăваш кĕввине ют çĕр-шыв ритмĕсем кĕртни килĕшÿсĕр. Кашни юрă-кĕвĕ хăй уйрăм пуянлăх.

Ялти çамрăка хальхи вăхăтра ытларах клуб илĕртет. Чăваш ташшине те эпир тахçанах ют çĕр-шыври ташă кĕввипе улăштарнă. Улах ларасси, вăйă ирттересси йăларан тухнă ĕнтĕ. Мана вара асаттесемпе асаннесем çамрăк чухне çуллахи вăрăм каçсене, уявсене мĕнле ирттерни ытларах кăсăклантарать. Акă часах çу кунĕсем те пуçланĕç. Çак вăхăтра мĕнле уявсем паллă тунă-ха ун чухнехи çамрăксем, пушă вăхăта епле ирттернĕ? Çак ыйтупа эпĕ кÿршĕлле пурăнакан, калаçма, çамрăклăхне аса илме юратакан Мария Андреевна Куприянова патне каçрăм. Сăмах çăмхи сÿтĕлсе пынă май акă мĕн каласа пачĕ мана Маша аппа.

...Çу кунĕсем пуçлансан, хĕвел вăйлăрах хĕртме тытăнсан, тавралăх сип-симĕс тумпа капăрланнă вăхăтра, ялти яш-кĕрĕм вăййа тухма хатĕрленнĕ. Пуçласа вара Çимĕкре тухнă. Çак кун хĕрсемпе каччăсем купăс сассипе юрласа урамсем хĕресленнĕ вырăна (халĕ Тукмаковсем пурăнакан вырăна) кăнтăр çитичченех пуçтарăннă. Пурте пухăнса çитсен карталанса тăрса вăйă юрри пуçланă:

Шынлă урапа чупасси
Сакурнеччен анчах вăл.
Пирĕн вăйă вылясси
Питрав каçчен анчах вăл.
 

Купăс калакансем тата ытти каччăсем вăйă карти тулашĕнче йĕркипе тăрса тухнă. Хĕрсен карти вара хум евĕр вĕçĕмсĕр, чарăнмасăр ерипен шунă. Вĕсем çине пăхса каччисем хуллен хирĕç утнă. Çав вăхăт-рах хăшĕ-пĕри вăйă картинчен кăшт аяккарах купăс çеммипе ура хуçса ташланă. Ерипен вăйă карти татăлнă та хĕрсемпе каччăсен ушкăнĕ çаврăна-çаврăна малти кассалла хăпарнă. Шăпчăк юрри пекех илемлĕн те уççăн саланнă таврана вĕсен сасси. Инçете-инçете ян! кайнă. Çапла алла-аллăн тытăнса, юрă юрласа çамрăксем çÿл-ти касран анаталла аннă. Унтан вара яшсемпе хĕрсем виçшерĕн-виçшерĕн пайланса Юманай вăрманне хăпарнă. Хĕрсем хурăн çулçисенчен пуç кăшăлĕ-сем тунă, каярахпа вара вĕсене ял варринчи пĕвене янă.

Çак кун вăйă курма пĕтĕм ял халăхĕ пуçтарăннă. Ялти çамрăксем Çимĕк-рен пуçласа Питравччен кăнтăрла та, каçхине те вăйăра кулса савăннă. Питрав умĕнхи каç пĕр çаврăм юрласа илнĕ хыççăн кивĕ урампа çаврăнса пурте Тимĕрчкасси уйне çитнĕ. Çак вырăнта вĕсем юлашки вăйă каçне ирттернĕ. Пĕтĕмпе таврари сакăр ялăн хĕрĕсемпе каччисем пуçтарăннă кунта. Чăваш Çармăс, Шурăт, Нурăс, Тури Тимĕш-касси, Тукай, Мăрат, Вутлам, Анатри Тимĕшкасси çамрăкĕсем кашни хăйĕн юрри-кĕввине шăрантарнă. Маша аппа каласа панă тăрăх, пирĕн ял çамрăкĕ-сем вăййа çак юрăпа вĕçленĕ:

Тарăн варта хур пусрăм (та), 2 хут
Вăрă тесе ан калăр.
Сăв пуçларăм, юрларăм (та), 2 хут
Шухă тесе ан калăр.
Кас суханне касмăттăм (та), 2 хут
Çиес килни пĕтерет.
Каçхи вăййа тухмăттăм (та), 2 хут
Тухас килни пĕтерет.
Такăр ути тĕлĕнче (те), 2 хут
Тапăрах та сикĕрех.
Аçăр-аннĕр килĕнче (те), 2 хут
Выльăрах та кулăрах.
Хамăр çулнă уттине (те), 2 хут
Паккусĕнчен паллатпăр.
Хамăр тенĕ каччине (те), 2 хут
Карттусĕнчен паллатпăр.
Атьăр, хĕрсем, утар-и (те), 2 хут
Утар хĕрне çитер-и?
Утар хĕрринче мĕскер пур (та), 2 хут
Виçĕ сарă ача пур.
Виç сар ача мĕн ыйтать (те), 2 хут
Виçĕ сарă хĕр ыйтать.
Пилĕк çинçе пултăр, тет (те), 2 хут
Куçĕ хура пултăр, тет.
Вĕрене çулçи çиле май (та), 2 хут
Çирĕк çулçи мĕнле май.
Сирĕн шухăш мĕнле май (та), 2 хут
Пирĕн шухăш киле май.
Улпут садра чей ĕçет (те), 2 хут
Чашăккине çутатса.
Çармăс ачи вăй вылять (те), 2 хут
Хут купăсне вылятса.
Сиксе-сиксе шыв юхать (те), 2 хут
Пулли ăçта тăрать-ши?
Кăçал кайнă хĕрĕсен (те) 2 хут
Чунĕсем ăçта тăраç-ши?
Кĕтÿ варри тап-такăр (та), 2 хут
Пĕтĕм выльăх йĕррисем.
Вăйă варри тап-такăр (та), 2 хут
Хĕрпе каччă йĕррисем.
Кĕтне шывĕ - тарăн шыв (та), 2 хут
Чăн тарăнни пилĕкрен.
Çармăс хĕрĕ сарă хĕр (те), 2 хут
Сарă çÿçĕ пилĕкрен.
Авăт, куккук, хытăрах (та), 2 хут
Чарăнасси инçе мар.
Юрлар, хĕрсем, хытăрах (та), 2 хут
Вăй иртесси инçе мар.
 

Ялăмăрсенче чăваш çыннин пурнăçне сăнлакан, тепĕр чух ăнлантаракан йăла-йĕрке упраса юлнă-ха, юрă-кĕвĕ халăх асĕнче пурăнать-ха. Ыррине пур çĕрте те анлăн сарма, çĕнетсе аталантарма май пур пирĕн! Эппин, хамăр яваплăха туйса тăван халăх йăли-йĕркине çĕнĕрен вăй илме пулăшар.

Андрей ГОРДЕЕВ

10 класс.

Йĕпреç районĕ,

Ирçе Çармăс шкулĕ.

А.ФЕДОРОВ, В.АГЕЕВ, А.МИТТОВ

ĕçĕсем.

 

Комментарии

Кунта "Çармăс хĕрĕ" тенинче çармăс сăмах халăха мар, ял ятне пĕлтерет.

Манăн унчченхи комментарие ма кун çути кăтартман?

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.