Электронлă «больничнăй»: хăвăртрах тата меллĕрех

26 Июл, 2017

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейри медицина учрежденийĕсем çын вăхăтлăха ĕçлейменнине ĕнентерекен хутсене — «больничнăйсене» — электронлă мелпе те пама пуçларĕç.

Чăваш Республикинче ку çĕнĕлĕхпе анлăн усă кураççĕ. Утă уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăри медицина организацийĕсем 79 электронлă «больничнăй» панă. Ку енĕпе Чăваш Ен Раççейре малта пыракан вунă регион йышне кĕрет.

Сиплев учрежденийĕсем тата пациентсем ку çĕнĕлĕхе мĕнле йышăнаççĕ-ха? МИХсен представителĕсем çакна хăйсем ыйтса пĕлме, курма тата хаклама пултарччăр тесе паян ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пресс-тур йĕркелерĕ. Журналистсен ушкăнĕ Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине, «Элара» АОна, РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Енри регион уйрăмне çитсе курчĕ.

Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче хальлĕхе пĕр пÿлĕмре электронлă «больничнăйсем» параççĕ. Апла пулин те ку мелпе 19 çын усă курма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тĕп врачăн çумĕ Галина Пуяндайкина каланă тăрăх — тухтăра электронлă «больничнăйне» тултарма-хатĕрлеме 2-3 минутран ытла кирлĕ мар. Пациентăн та хăй вăхăтлăха ĕçлейменнине ĕнентерекен хут çине пичет ларттарас, алă пустарас тесе темиçе пÿлĕме каймалла мар.

РФ Социаллă страховани фончĕн регионри уйрăмĕ страхлакансемпе электронлă «больничнăйсене» ĕçе кĕртес енĕпе информаци-ăнлантару ĕçĕ ирттерет, кашни эрнерех ытларикунсерен вĕрентÿ семинарĕсем йĕркелет.

Рубрика: 

Комментировать