Тимлĕ пул, водитель!

26 Июл, 2017

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шав улшăнать, çĕнелет. Ĕлĕкрех хушма хуçалăхра лаша пурри хресчен ура çинче çирĕп тăнине пĕлтернĕ. Унпа ĕç тунă, хăнана, уява çÿренĕ. Паян вара нумайăшĕн кил картишĕнче «хурçă ут» тăрать. Пĕрре кăна мар, иккĕ-виççĕ те. Халĕ республикăра пурăнакансен кашни тăваттăмĕш çыннăн ачасемпе шутласан машина пур.

Çĕршывра техника, аварисен хисепĕ ÿснĕ май Раççей саккунĕ те çĕнĕ штрафсемпе, правилăсемпе пуянланать. Иртнĕ çулсенче машинăна страхлама вăрăм черетре тăнине манман-ха. ОСАГО полисне Интернет урлă сутма тытăннăран вăл палăрмаллах кĕскелчĕ.

2017 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчен ОСАГО çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Вăл çак вăхăт хыççăн страхлав килĕшĕвĕ тунисене пырса тивет. Асăннă вăхăтчен полис илсе ĕлкĕрнĕ водителе малашне авари хыççăнхи тăкакшăн укçан параççĕ. Полиса улăштарсан унăн çĕнĕ йĕркене пăхăнма тивет. Саккунпа килĕшÿллĕн страхлав компанийĕсем малашне аварире сиенленнĕ автомобиле юсатарассине хăйсем çине илеççĕ. Водителе укçа сайра хутра кăна тивĕ.

Укçан памалли йĕрке: машина юсава юрăхсăр пулсан, аваришĕн икĕ водитель те яваплине палăртсан, страхлав виçи юсав тăкакне хуплаймасан, шар кураканĕ инвалид пулсан тата вăл ятарлă транспорт хатĕрĕпе усă курсан, аварире инкек тÿсекен вилсен, тăванĕсем автомобиле юсаттарма килĕшмесен е унăн сывлăхне вăтам е йывăр сиен кÿрсен, страхлав компанийĕпе инкек тÿсекен укçан саплаштарассипе килĕшсе татăлсан.

Кивĕ йĕркепе страхлав компанийĕ машинăна юсанăшăн автосервиса укçа куçарнă. Енчен страхлав виçи тăкака саплаштарма çитмесен хуçи ыттине хăйĕн кĕсйинчен кăларнă. Юсама килĕшмесен води-тель укçан илнĕ. Преступниксем çак мелпе савăнсах усă курнă. Çул-йĕр аварийĕ йĕркелесе страхлав компанийĕнчен ултавлă майпа укçа сăптăрнă. Малашне вара ку енĕпе йĕрке çирĕпленĕ.

Авари пулсан страхлав компанийĕн представителĕ инкек вырăнне çитет, машинăна экспертиза туса тăкака палăртаççĕ. Унтан юсама ăсатаççĕ. Енчен тÿрлетме страхлав укçи çитеймесен водителĕн хăйĕн те хушма тивет.

Юсав. Страхлав тĕслĕхĕ пирки пĕлтернĕ хыççăн аварире сиенленнĕ машинăна юсамашкăн 20 кунран кая юлмасăр направлени памалла. Страхлав компанийĕн списокне кĕртмен сервиса каймашкăн направлени илме 1 уйăх кĕтмелле. Техникăна 30 кунра юсаса йĕркене кĕртмелле. Ĕлкĕреймесен унăн вăхăтне тăсма пулать. Страхлав компанийĕ çакăншăн саплаштарать. Йĕркеллĕ юсамасан, вăхăтра пурнăçламасан водитель тăкака укçан саплаштармашкăн ыйтма пултарать. Килĕшмесен суда тавăç тăратма ирĕк пур.

Тепĕр çĕнĕлĕх: кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа техника хатĕрĕн электрон паспорчĕ хута кĕрет. Çĕнĕ машинăсене электрон паспорчĕпе сутаççĕ. Майĕпен ыттисем те ун çине куçĕç. Малашне ГИБДДра машина, унăн хуçи пирки информаци йăлтах пулĕ. Çавăнпа техника хатĕрĕн паспорчĕ водителе кирлĕ мар.

ОСАГО тата Интернет. ОСАГО полисне Интернет урлă та туянма пулать. Специалистсем асăрханул-лă пулма, ăна саккунра кăтартнă хакпа илме сĕнеççĕ. Йÿнĕрех тупма хăтланни кайран хака ларма пултарать. Кăçалхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа водитель удостоверенине МФЦра та параççĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.