Лавкка уçас текенсене "Фасоль" проекта хутшăнма йыхравлаççĕ

25 Июл, 2017

Çĕршыври пысăк суту-илÿ компанийĕсенчен пĕри Чăваш Енре "Фасоль" бизнес-проект ĕçлеттерсе ярасшăн. 50-150 тăваткал метр пысăкăш апат-çимĕç лавкки тытакансене тата усламçăсене вăл пĕр брендпа ĕçлеме йыхравлать.

Чăваш Енĕн Экономика, промышенность тата суту-илÿ аталанăвĕн министерстви франчайзингпа çыхăннă çĕнĕлĕхпе паллаштарма ыран, утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче, 13 сехетре конференци ирттерессине пĕлтерет. Унта хутшăнас шухăшлисене Шупашкарти Президент бульварĕнчи "Ибис" отелĕн конференц-залне йыхравлаççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ - 8-962-321-21-73.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать