Тĕнче Геннадий Айхи сăввисене вулать

25 Июл, 2017

Геннадий Айхи — вырăсла сăвă çырса чапа тухнă поэт. Унăн хайлавĕсене аллă ытла чĕлхене куçарнă.

Юлашки вăхăтра вара тĕнче поэтăн чăвашла еткерĕпе те кăсăкланма тытăннă. Çак кунсенче Швецире сăвăçăн «Grodd» /Чĕрĕ тĕвĕ/ кĕнеки кун çути курнă. Унта «Чĕрĕ тĕвĕ» поэмипе «Митта вилсен», «Пĕр пуля çинчен çырнă баллада», «Иккĕмĕш юмах», «Сасартăк…», «Патăрьел», «Илем», «Жасмин чечекре» тата ытти сăвви кĕнĕ. Кĕнекене куçараканĕ, пухса хатĕрлекенĕ, ăнлантарăвĕсемпе хыç сăмахне çыраканĕ — Микаэль Нюдаль. Куçаруçа çак ĕçре поэт сăввисене чăвашларан йĕрке пĕрĕн куçарса сăвăç йăмăкĕ Ева Лисина пулăшнă. Кĕнеке презентацине Наци вулавăшĕнче кăçалхи авăн уйăхĕнче ирттерме палăртнă.

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.