Пÿрлешке

24 Апр, 2014

ХУРЛĂХАН ВАРЕНИЙĔ

Питри сиенленнĕ ӳте хурлăхан варенийĕ сĕрмелле. 10 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла. Процедурăна кашни кун сываличченех тумалла. Сипленнĕ вăхăтра пите пудра, крем, скраб сĕрмелле мар.

ХĂЙМАПА ЛИМОН

1 чей кашăкĕ хăймана 1 чей кашăкĕ вĕтĕ тăварпа тата 2-3 тумлам лимон сĕткенĕпе хутăштарса тăвар ирĕлсе пĕтичченех пăтратмалла. Маскăна пӳрлешкесен тĕлне сĕрмелле. 15 минутран хуçалăх супăнĕпе çуса тасатмалла. Унтан процедурăна тепĕр хут тумалла.

ШУР ÇЫРЛИПЕ

Тар шăтăкĕсемлĕ çуллă ӳте сиплеме 2 чей кашăкĕ çăмарта шуррине кăпăшлантармалла, майĕпен пăтратса тăнă май çур чей кашăкĕ шур çырли /клюква/ сĕткенĕ хушмалла. Пит çине кашни 4-5 минутра 2-3 хут çак маскăна хумалла. Чейре йĕпетнĕ 2-3 мамăк тампонпа шăлса тасатмалла.

КУПĂСТА ЛОСЬОНĔ

Йӳçĕтнĕ купăста шывне 2 апат кашăкĕ илсе 1 чей кашăкĕ кефирпа тата çур чей кашăкĕ вĕтĕ тăварпа хутăштармалла. Тăвар йăлтах ирĕлсе пĕттĕр. Пите хуçалăх супăнĕпе çумалла та мамăкпа хатĕр лосьона сĕрмелле. Вăл типсен çĕнĕрен сĕрмелле. Ӳте туртăнтармасть пулсан çумасăрах çĕр каçма юрать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.