Уяв, кану кунĕсенче - пĕр вакун ытларах

24 Апр, 2014

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хула çум пуйăсĕпе Шупашкартан Канаша е каялла çÿрекен ас тăватех ĕнтĕ: кану кунĕсенче çирĕме яхăн вакун уйăрнă пулсан та халăх вĕсене кĕрсе шăнăçаймастчĕ. Эпĕ те дачăна çÿренĕ: тамбура лексен те хĕпĕртеттĕмĕр, пичкери пулă евĕр хĕсĕнеттĕмĕр. Хăюллисем вакун тăррине хăпаратчĕç. Хăйсем хăрушсăрлăх техникине пăхăнманнине аван пĕлнĕ, анчах мĕн тăвăн, пурин те палăртнă çĕре вăхăтра çитес килет. Вăл çулсенче организаци-предприятире вăй хуракан çĕр-çĕр çынна çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Вĕсем йышлăн тата кашни кану кунĕнчех çула тухатчĕç.

Юлашки çулсенче вара хула çум пуйăсĕ хăш-пĕр кунсенче пушăллах халтăртаттарать. Çынсем çул укçи хаклă, туса илнĕ çимĕç тăкака саплаштармасть тесе дачăсене çÿреме пăрахнă. Хакĕ чăнласах пысăк. Шупашкартан Канаша çитме 264 тенкĕ, çав вăхăтрах маршрутка 165 тенкĕпех илсе çитерет. Уйрăмлăхĕ 99 тенкĕ вĕт, пенсионерсемшĕн вара кашни пус шутра. Вăхăт та пуйăспа çул çинче икĕ хут ытларах иртет.

Камсем усă кураççĕ-ха чукун çул транспорчĕпе? Камсен ялĕ разъезд çывăхнерех вырнаçнă тата унта пуйăспа çеç çитме май пур /автобуспа е маршруткăпа кайсан та çуран темиçе çухрăм танккамалла/ - çавсем çÿреççĕ. Анчах унашкалли нумаях мар.

Хула çум чукун çул çыхăнăвне ЧР Министрсен Кабинечĕпе килĕшÿ туса «Содружество» АУО йĕркелет. Унăн гендиректорĕ Владимир Горохов ялсенчи халăх йышĕ юлашки 10-15 çулта самаях чакнине, çынсем çулленех çăмăл автомобиль нумай туяннине аса илчĕ. Пассажирсем сахал çÿренĕрен чукун çул транспорчĕ тăкак тÿснине, ăна республика бюджетĕнчен саплаштарнине пĕлтерчĕ.

Çу кунĕсем çывхараççĕ. Çавна май яла е дачăна каякан тупăнатех. Тариф, расписани енĕпе улшăнусем пулаççĕ-ши?

Шупашкарти чукун çул вокзалĕн пуçлăхĕ Людмила Нягина виçĕм кун журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. 2012 çулта пассажир сахал пулнăран хула çум пуйăсĕ пĕр вакунпах çÿренĕ. Паллах, çынсен кăмăлне çакă яланах тивĕçтереймен. Çавăнпа пĕлтĕр те, кăçал та ахаль кунсенче икшер вакун парĕç. Уяв тата кану кунĕсенче тепре хушĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе тарифа кашни 10 çухрăм кайнăшăн 24 тенкĕ çирĕплетнĕ.

Малтанлăха палăртнă тăрăх - пуйăс республика тĕп хулинчен ирхине 7 сехет те 12 минутра, каçхине 18 сехет те 20 минутра çула тухĕ. Канашран 3 сехет те 50 минутра тата 14 сехет те 40 минутра тапранĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.