Бизнес пахалăхсăр аталанаймĕ

2 Ноя, 2013

Чÿк уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче Шупашкарта регионсен хушшинчи IX форум "Ăнăçлă бизнесăн стратегийĕпе тактики" ятпа иртрĕ. Ăна пĕтĕм тĕнчери Пахалăх кунне халалланă.

Ĕçлĕ тĕл пулăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Делегатсене уяв ячĕпе саламланă май Михаил Васильевич патшалăх политики тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен усламçăсене аталанмашкăн "симĕс çутă" яланах панине, паха тавар туса кăларакансен, çавăн пекех Чăваш Енре пурăнакансен хăтлăхне ÿстерме тăрăшнине палăртрĕ. Çакă влаç органĕсен ĕçĕнче тĕп приоритет пулса тăрать терĕ. Раççей ВТОна кĕрсе çирĕпленнĕ тапхăрта паха тавар тĕнче рынокĕнче конкуренцире тÿсĕмлĕхпе палăрса хăйне тивĕçлĕ вырăн йышăнатех.

Чăваш Республикинчи чылай предприяти ют çĕр-шывсенче тавар туса кăларакансемпе хăюллăнах çивĕч тупăшăва кĕме пултартăр тесен пахалăх ыйтăвĕ пур отрасльте те тĕп вырăнта пулмалла. "Форума пухăннисем пĕр-пĕринпе канашласа бизнеса тĕрĕс аталанма майсем туса парĕç, - терĕ Михаил Игнатьев. - Усламçăсен пĕчченшерĕн мар, пĕрлешсе ĕçлемелле".

Чул хулари "Япони центрĕ" АНО директорĕ Хамано Митихиро предпринимательлĕх тытăмне тухăçлă йĕркелесе тăрас ыйтупа калаçрĕ. Японире пахалăх ыйтăвне 1949 çултах татса пама тытăннă. "Эпир потребителе тивĕçтерекен паха тавар туса кăларма тахçанах вĕренсе çитнĕ", - терĕ Хамано Митихиро.

Раççей Çут çанталăк ăслăлăхĕсен академийĕн член-корреспонденчĕ Ирина Антонова Раççей ВТОна кĕнĕ тапхăрти пахалăх пĕлтерĕшĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Хальлĕхе пирĕн çĕр-шыври предпринимательлĕхĕн хастарлăхĕ тĕнчере кайри вырăнсенчен пĕрне çеç йышăнать, пирĕн пахалăх малта пыракан чылай патшалăха тивĕçтермест. АПШ бизнесменĕ Тед Тернер ахальтен мар çапла каланă, "Енчен те эсĕ мĕне те пулин ыттисенчен лайăхрах тăваймастăн пулсан - ăна тума вуçех те ан тытăн".

Паллă, паха тавар хăвăрт тата хаклăрах сутăнать, çавна май бюджета нухрат нумайрах кĕрет, халăх лайăхрах, телейлĕрех пурăнать. "Телейлĕ пулма мĕн çитмест." - тесен Раççейре нумайăшĕ, "Укçа", - тейĕччĕ. Тĕнчере хăйсене чи телейлĕ туякан халăх Данире пурăнать. Эпир 37-мĕш вырăн кăна йышăнатпăр.

Телейлĕ пулма укçасăр пуçне çирĕп сывлăх та кирлĕ. Çынсен çавăнпа та яланах хусканура пулмалла, тĕрĕс апатланмалла. Форумра "Апат-çимĕç промышленноçĕн пахалăхĕ" темăпа анлăн калаçрĕç.

Чăваш Енре пахалăха халалласа тĕрлĕ конкурс иртет. Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн социаллă яваплăх енĕпе йĕркеленĕ конкурс çĕнтерÿçисене - "Арман-С" ОООна, "Чăваштырăпродукчĕ" тата "Автомобиль фургонĕсен комбиначĕ" АУОсене - ЧР Пуçлăхĕн премине пачĕ.

Республикăра туса кăларакан чылай тавар "Чăваш Республикин пахалăх марки" хрусталь паллăна, Пĕтĕм Раççейри "Раççейри чи лайăх 100 тавар" программа-конкурсăн лауреат дипломне тивĕçрĕ.

"Çĕмĕрлери çăкăр завочĕ" АУО гендиректорĕ Марат Якушев, Канашри транспорт-энергетика техникумĕн директорĕ Ильсур Назмутдинов тата "Чăваш Ен санаторийĕ" АУО гендиректорĕ-тĕп врачĕ Юрий Симунов "Пахалăх енĕпе çитĕнÿсем тунăшăн" хисеп палли илчĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.