Пĕчĕк хуçалăхсене пулăшмаллах

19 Июл, 2017

Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăпа юнашар лаптăкра утă тĕркемĕсем туллиех. Самай пысăкскерсене Евгений Матвеев фермер тракторпа çаклатса прицепа хурать. Васкаса ĕçлекенскер пире асăрхасан техникине самантлăха чарчĕ, çапах моторне сÿнтермерĕ.

 — Ĕнер кăна утă типĕтсе тĕркемлерĕмĕр. Икĕ-виçĕ кун тумалли ĕç виçĕ эрне ытла тăсăлчĕ, — пăшăрханса пĕлтерчĕ вăл. — 16 гектар çинче кăна типĕтсе хатĕрлерĕмĕр-ха. Çулса пуçтарма виçĕ техника пур, анчах çумăр типĕтме памасть. Паян та хĕртет, ыран каллех çумăр çăвать-ши? Унччен 40 рулона хранилищĕне турттарса ĕлкĕрмелле.

Евгений Николаевич 200 ытла сурăх, 5 ĕне тытать. 2014 çулта фермер ĕçне аталантарма конкурса хутшăнса патшалăх пулăшăвне илнĕ. Укçапа ял хуçалăх техники туяннă. Виçĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Лав вырăнтан тапраннă темелле. Анчах ăна вĕçĕм отчетпа, документсемпе чупма тивни тарăхтарать.

— Капла манăн хуçалăхра ĕçлеме те вăхăт юлмасть. Отчетсене вăхăтра памасан, тÿлевсемпе татăлмасан е урăх çитменлĕх тупăнсан тÿрех штрафлаççĕ. Ĕнер çеç налук органĕнчен хут çитрĕ. Хĕрÿ тапхăрта ĕç пăрахса каллех кабинет тăрăх чупмалла. Тарăхнипе грант укçине каялла тавăрса парас патне çитетĕп. Мĕншĕн çапла нушаланмалла? Куллен ирхи 4 сехетре ĕçе тытăнатăп та çур çĕр тĕлнелле пушанатăп, — терĕ вăл ÿпкелешсе. — Хуçалăхра йĕркеллĕ ĕçлекен çын тупма кансĕр. Пĕрне Красноармейски районĕнчен турттаратăп. Аш, сĕт хакĕ те пĕчĕк. Выльăх кăна ĕрчетнипе хуçалăха аталантарма, тăкака саплаштарма йывăр. Тÿлевсем, шалу, техника, ытти тăкак ÿссех пырать. Кунĕн-çĕрĕн пилĕк авсан та ытлашши çĕкленеймĕн. Юрать, мана Германири пĕлĕш «путма» памасть, усăллă сĕнÿсемпе те, финанс тĕлĕшпе те пулăшать. Унпа çыхăну тытсах тăратăп. Вăл мана чăтăмлăх сĕнет, пуçланă ĕçе малалла аталантарма калать. Анчах вĕсеннипе хамăрăнне танлаштаратăп та — кăмăл хуçăлать. Европăра ял хуçалăхĕнче строительство ĕçĕсене пурнăçлама тăкакăн 50 процентне патшалăхран саплаштараççĕ. Эпĕ çĕнĕ ферма тума çулталăкра 5 процентпа кредит илесшĕнччĕ, анчах памарĕç — тупăш çитмест иккен. Çав хушăрах 20 ытла процентлине илме сĕнеççĕ. Ун валли тупăш пур тейĕн. Паллах, килĕшмерĕм. Хам укçапа вите турăм, анчах палăртнă-ĕмĕтленнĕ пек пулмасан та пысăк парăма кĕмерĕм. Раççейре 1 гектар çĕр сухаласа акнăшăн 200 тенкĕ параççĕ. 200 тенкĕпе 10 л солярка те илейместĕн. Фермерăн кашни пусшăн кунĕн-çĕрĕн ĕçлемелле. Тупăш тăкаксене саплаштарма кăна çитсе пырать темелле. Пĕр вырăнта тăпăртатса тăнăнах туйăнать. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.