Тата тепĕр 31 яла Интернет çитнĕ

18 Июл, 2017

Чăваш Енре цифра танмарлăхĕ пĕтсе пырать. WiFi  технологийĕпе тĕнче тетелне тухма тата тепĕр 31 ялта май туса панă.

Республикăн Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул вĕçĕнче "Ростелеком" Куславкка, Сĕнтĕрвăрри тата Шăмăршă районĕсенче вай-фай точки виççĕ хута янă. Кăçалхи çур çулта Çĕрпÿ районĕнче вĕсене 11, Комсомольски районĕнче 17 ĕçлеттерсе янă. Çапла вара WiFi  технологийĕпе Интернета пĕчĕк ялсенчи 77 вырăнтан кĕме май пур. 250 çынтан пуçласа 500 çын таран пурăнакан тепĕр 251 ялта та цифра танмарлăхне ÿлĕмрен пĕтерме палăртаççĕ.

www.hypar.ru

 

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать