Пире шăпа Лянтора çитерчĕ

17 Июл, 2017

2006 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчеЛянтор тата Сургут ра йонĕнчи хастар чăвашсен пуçарăвĕпе «Шăпа» наципе культура организацийĕ йĕркеленнĕ. Ун чухне Геннадий Данилова ертсе пыма çирĕплетнĕ. Халĕ эпĕ пуçлăх тилхепине тытса пыратăп. Хампа паллаштарни те вырăнлă пулĕ: Пушкăртстанри Авăркас районĕнче çуралнă. Стерлитамакри патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ хыççăн Лянторти ача- пăча пултарулăх центрĕнче ĕçлетĕп. Мăшăрăм Дмитрий Николаевич «Сургутнефтьгаз» организацире водительте тăрăшать. Эпир хамăр ачасене — 9-ти Владиславпа 2-ри Сергее — тăван халăхăн хăйне евĕрлĕхне упрама хăнăхтаратпăр.

Общество организацийĕн хальхи йышĕпе тĕплĕнрех паллаштарас килет. Ертÿçĕ çумĕ Наталья Кудряшова 5-мĕш шкулта йĕркелÿçĕре вăй хурать. Сургут патшалăх педагогика университечĕн студентки Екатерина Григорьева çамрăксен уйрăмĕн ĕç-хĕлĕшĕн яваплă. «Телей» пултарулăх ушкăнĕ вырăнти чылай мероприятие хутшăнса хисеп çĕнсе илчĕ.

Даниловсен çемйи ырă ятлă. Общество организацийĕ йĕркеленнĕренпех хула, округ мероприятийĕсенчен юлмаççĕ вĕсем. Валентина Валерьевна Юграри тĕрлĕ халăхăн культурине упраса хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе ĕçлет. Чăваш халăх апачĕпе пурне те хăналать вăл. Çав-нашкалах наци çи-пуçне çĕлеме ăста çаврăнăçуллăскер. Упăшки Василий мăшăрне пур енĕпе те пулăшса пырать. Çав вăхăтрах унпа пĕрле «Телей» ансамбльте пултарулăхне туптать. Ачисем те ашшĕ-амăшĕпе пĕрле сцена çине тухаççĕ. Хĕрĕ Екатерина Нижневартовскри тата Тюменьри «Чăваш пики» конкурса хутшăнчĕ. Çак мăшăр Сургут район пуçлăхĕн Хисеп хутне тивĕçрĕ.

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче тата Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче пысăк йышпа уява хутшăнассине йăлана кĕртрĕмĕр. «Эпир — Раççей çыннисем» наци фестивалĕ те пирĕнсĕр иртмест. Унсăр пуçне хамăрпа паллаштарас тĕллевпе тĕрлĕ вырăна çитетпĕр. Шупашкарти чăваш юррин конкурсне, Тюменьри «Бичурин вулавĕсем: чăвашсен историйĕ, культури, тĕнĕ» наукăпа практика конференцине хутшăнтăмăр. Муравленкăри «Сетнер» организацине уçма чĕнчĕç пире.

Хамăр тăрăхри «Туслăх урамĕ» уявра, Сургутри наци культурин фестивалĕнче, Лянтор хула кунĕнчи куравра тăрăшса ĕçленине тепĕр хут кăтартнине палăртас килет. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.