"Çĕнĕ хулара" çĕнĕ хула çĕкленет

Шупашкарти "Çĕнĕ хула" микрорайонта тата тепĕр район çĕкленĕ. Республикăн тĕп хулинчи архитектура тата градостроительство управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ĕнер, утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче, ку ыйтупа хулара халăха пухса сÿтсе явнă.

8080 çынлăх çĕнĕ микрорайон 27,2 гектар лаптăк йышăнĕ. Атăл хĕрринчен 50 метр çÿлерех вырнаçĕ. Нумай хутлă çуртсем 32 пулĕç. Атăл çывăхнелли çуртсене сахал хутлă тăвĕç. Унтах 320 пепкелĕх ача сачĕ, 1000 ачалăх шкул хăпартмалла. Машинăсем валли парковкăсем тата гаражсем тăвĕç.

Проектăн тĕп заказчикĕ - «Инкост» акционерсен обществи. Çĕнĕ микрорайона хăпартма шăпах ăна шаннă. Проекта «Чăвашгражданпроект» хатĕрленĕ.

 

 
Вера ТИТОВА.

Комментировать