"Хыпар" издательство çуртĕнче профсоюз организацийĕн пухăвĕ иртрĕ

Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче профсоюз организацийĕ пуху ирттерсе хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет турĕ. Профсоюз организацийĕ хăй вăхăтĕнче сумлă та шăллă организаци пулнă. Самана саккăрла çаптарма тытăнсан вăл хавшаса илнĕ, анчах çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче тепĕр хутчен амаланса кайнă. 

Культура ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн вырăнти пуçламăш организацийĕн ертÿçи - "Хыпар" хаçатăн социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕн редакторĕ Надежда Смирнова каланă тăрăх, паян йышра - 23 çын. Издательство çуртĕнчи профсоюз организацийĕнче тĕрлĕ çултисем тăраççĕ: тивĕçлĕ канурисем те, çамрăксем те. Вĕсене пĕр çĕре пĕрлештерекенни - ушкăнпа канма, культура организацийĕсене тухса çÿреме кăмăллани. Надежда Георгиевна профсоюз организацийĕ хăйĕн членĕсене Раççей шайĕнчи наградăсене илме тăратнине те палăртса хăварчĕ.

Вера ТИТОВА. Ксения КРАСНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать