Çула тин çеç сарнă пулин те...
ЧР Транспорт министерствин представителĕсем «Граждансен пуçарăвĕ» общество организацийĕн тата Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн регион уйрăмĕн хастарĕсен пуçарăвĕпе Шупашкарти Айхи проспектĕнчи çул-йĕр пахалăхне тĕрĕсленĕ.
Унти автоçула 2016 çулхи раштав уйăхĕнче çеç хута янă, ăна тумашкăн бюджетран 350 миллион тенкĕ тăкакланă. Апла пулин те тĕрĕслевçĕсем асăннă объектра темĕн чухлĕ çитменлĕх, кăлтăк тата строительсем туса çитереймен самантсене тупса палăртнă. Проспект çул урлă каçмалли вырăнтан пуçланать, анчах ăна халĕ те асфальтпа витмен. Общество транспорчĕн чарăнăвĕ патне илсе пыракан тротуар çук. Чарăну çумĕнчи асфальт витĕр чечек шăтнă. Тротуарсемпе велоçулсем çинче ваннă-арканнă лаптăк пайтах. Çулăн транспорт çÿрекен пайĕ çуркаланнă, бордюр чулĕсем аннă.
Тĕрĕслевçĕсем проспектăн «Садовый» микрорайон çывăхĕнчи лаптăкĕнче те çитменлĕхсем тупнă. Пурăнмалли çуртсем патĕнчен канмалли вырăнта асфальт çурăлнă, ун айĕнчи хăйăр та курăнать. Канализацин 5 метра яхăн тарăнăш пуссине люкпа мар, хăма татăкĕпе çеç витнĕ, нимĕнле паллă та вырнаçтарман.
Айхи проспекчĕн генподрядчикĕ «СУОР» ООО пулнă. Саккасçă — Шупашкарти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата тирпей-илем управленийĕ — ăна строительство сезонĕ пуçлансанах асăрхаттарусемпе кăлтăксене пĕтермелли çинчен предписани панă. «Гаранти обязательствисем тăрăх вĕсен пĕтĕм асăрхаттарăва кăçал çулла пĕтермелле», — пĕлтернĕ журналистсене управленин директорĕн çумĕ, тĕп инженерĕ Иван Кучерявый. Подрядчик гаранти обязательствисене пурнăçламасан ыйтăва судра татса парĕç.
Комментировать