- Чăвашла верси
- Русская версия
Тĕрĕс калаçма вĕрентеççĕ
Шупашкарти ачасен п у п л е в ĕ пăсăлнине тÿрлетес енĕпе ĕçлекен 2-мĕш садик кăçал 30 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта унтан 1750 ытла ача вĕренсе тухнă. «Пуплев кăлтăкĕсене тÿрлетекен пĕртен-пĕр ача сачĕ пулнă май кунта Шупашкартан çеç мар, хула çывăхĕнчи ялсенчен те ачасем пурччĕ. Садик уçăлнă\çулсенче эрнере 6 кун талăкĕпех ĕçлеттĕмĕр. Хăш-пĕр ачана тунтикун килсе яратчĕç те шăматкунчченех пурăнтаратчĕç. Транспорт хальхи пек çÿремен вĕт. Каçхи няньă-сем пурччĕ. Кашни ушкăнра 6-7 ача çĕр каçатчĕ. 3 логопед Мускавра ятарлă курс вĕренсе килнĕччĕ. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне ачасемпе кăна мар, пирĕнпе те пайлатчĕç, пĕчĕккисемпе мĕнле ĕçлемеллине ăнлантаратчĕç. Ачасене вĕрентмелли материала йăлтах хамăр хатĕрленĕ темелле: кĕнекесем шыранă, ÿкерчĕксем касса кăларнă, çыпăçтарнă, ÿкернĕ, сăрланă, çĕленĕ, унанă… Са-дикрех пурăннă ун чухне эпир. Ачасене çывăрма вырттарсан та тепĕр кун валли ĕç материалĕ çĕрлеччен хатĕрлеттĕмĕр. Анна Михайлова — пĕрремĕш заведующи — ĕçе питĕ тимлĕ, пысăк яваплăхпа йĕркелесе ячĕ», — аса илчĕ РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Светлана Вла-димировна.
«Малтанхи çулсенче садике сусăрсем çеç çÿреççĕ текен сас-хура халăхра сарăлнă, çак садике кайма сĕнсен хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ пепкине унта яма килĕшмен. Çÿреме пуçланисем вара, чăнах та, ачана специалист пулăшăвĕ кирлине часах ăнланатчĕç. Кунта сасса тĕрĕс калама анчах мар, пуплеве йĕркелеме, шухăша уçса пама та вĕрентеççĕ-çке. Халĕ вара лару-тăру улшăнчĕ: тĕпренчĕкне кунта вырнаçтарассишĕн 2-3 çул черетре тăраççĕ», — палăртрĕ садикре 20 çул ытла ĕçлекен Инна Иванова воспитатель.
« Х а л ь х и ачасем канăçсăртарах, гиперактивлă, тенине час-часах илтетпĕр. Эсир кун пирки мĕн шухăшлатăр?» — кăсăклантăм эпĕ. «Капла каланипе килĕшес килмест. Ача яланах темĕн те пĕлме ăнтăлать. Çавăнпах çын пулать те. Пирĕн садикре чăн-чăн ăстасем тăрăшаççĕ. Ĕçтешĕмĕрсем республикăри, Раççейри конкурссенче ăсталăх кăтартни, малти вырăнсем çĕнсе илни çирĕплетет çакна. Ачасене чунтан юратакан çеç садикре ĕçлеме пултарать. Шăпăрланпа пĕр чĕлхе тупайман çын садикре тытăнса тăраймасть», — терĕ садик заведующийĕ Любовь Федотова. Малалла вулас...
Комментировать