Таджикистан ялан чĕрере

13 Июл, 2017

Расуловсен çемйи Чăваш Ене 2011 çулта куçса килнĕ. Тĕрĕссипе, Раççейре вĕсем — тата маларах. Мухра икĕ çул тултарсан амăшĕ ăна тата пиччĕшне Мускава илсе килнĕ. Вырăсла мультфильмсем пăхса хĕр ача чĕлхене хăнăхса пынă. Унтан ытти ачине те Мускава куçарас тесе çемье Таджикистана таврăнсан Мухрана унтах хăварнă. 2007 çулта хĕр ачана каллех Мускава илсе килнĕ те вăл унти шкула çÿреме пуçланă. Тăватă çултан Мухран ашшĕне юлташĕсем Чăваш Енри Хĕрлĕ Чутай районне куçса килме сĕннĕ. «Вырăнĕ лайăх, лăпкă», — ăнлантарнă вĕсем. Çапла çемье Тралькасси ялĕнче çурт туянса кунта пурăнма пуçланă. Кăçал Мухра Мăн Этмен шкулĕнче 10-мĕш класран вĕренсе тухнă.

Ялтисем унпа чăвашлах калаçаççĕ

Унăн ячĕ тĕрĕссипе урăхларах янăрать: Мохру, вăл «уйăх сăнĕ» тесе куçать. Анчах кунта ăна пурте Мухра тесе чĕнеççĕ. Авалхи пурнăçпа тата тĕрлĕ саккунпа кăсăкланнăран вăл историпе обществознани предмечĕсене ытларах килĕштерет. Литературăна та кăмăллать. Сăвăсене çăмăллăнах вĕренекенскер Александр Пушкинăн чылай хайлавне пăхмасăр калама пултарать. Кунта куçса килсенех вăл вырăнти чĕлхене ăнлансах кайман. Пĕррехинче вĕрентекен урокра чăвашла сăвă вĕренме хушнă, пăхмасăр каласа парсан лайăх паллă лартма шантарнă. Тăрăшсах вĕреннĕ хĕр ача, тантăшĕсем ăна пусăма кирлĕ çĕре лартма тата сăмахсене тĕрĕс калама хăнăхтарнă. Сăвва питĕ лайăх каланă вара вăл. Унсăр пуçне ыттисем диктант çырнă вăхăтра Мухра текста куçарса çырнă. «Темиçе сăмаха куçарма вĕренсе çитсен калаçу чĕлхине те ăнланма пуçлатăн, мĕншĕн тесен çав сăмахсем час-часах тĕл пулаççĕ, — тет вăл. — Тĕрĕк чĕлхисем пире çывăх вĕт-ха. Пĕр пеклĕхсем те пур. Çапла майĕпен вуланă текст содержанине калама та вĕрентĕм. Ялта манпа пурте чăвашлах калаçаççĕ, эпĕ те вĕсене лăпкăнах хуравлама пултаратăп. Кампа туслашатăн, ун пек пулатăн. Эпĕ кунсеренех чăвашсен пуплевне илтетĕп, çавăнпах калаçу чĕлхине çăмăллăн вĕрентĕм пуль».

Хĕр ачана ялти çынсем кăмăллă та тарават пулни савăнтарать. Кÿршĕсемпе те ăнăçнă, вĕсем яланах пулăшма хатĕр.

Хăна пăхма ирех тăмалла

«Пирĕн патра паллă поэт нумай, — каласа парать хĕр ача. — Ытларах Омар Хайяма мухтаççĕ. Исмаил Самани вара таджик халăхĕн ашшĕ шутланать, паттăр ĕçĕсене кура ăна Александр Македонскипе те танлаштарма пулать. Душанбере Саманине халалланă палăк та пур».

Таджикистан тесенех куç умне сăрт- туллă ÿкерчĕк тухса тăрать. Тата унта питĕ шăрăх пулнине палăртать Мухра. Эпир лавккара çеç туянса çиекен çимĕçсем хĕр ачан çуралнă çĕршывĕнче тем чухлех: персик, арбуз, дыня, гранат, хурма, абрикос тата ытти те. Унсăр пуçне унта тут çырли çиме май пур. Вăл хура е сарă тĕслĕ, пысăкскер тата пылакскер. Шкул ачисене час-часах çĕр мамăкĕ пуçтарма илсе çÿреççĕ. Ку ĕçе кăткăслатаканни вара — ÿсен-тăран ÿте тирни тата çанталăк шăрăх тăни. Мамăка сутса лайăх тупăш тума пулать, тунипе вара апат пĕçерме кăвайт чĕртнĕ чухне усă кураççĕ.

Мухран аслашшĕпе асламăшĕ Душанбе хулинчен инçех мар вырнаçнă Яван районĕнче пурăнаççĕ. Кунта çын нумай, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреме юратаççĕ. «Ир-ирех тăмалла, мĕншĕн тесен часах пĕр-пĕр хăна килетех, — тет Мухра. — Ăна пăхма чей вĕретмелле, тутлă çимĕç пĕçермелле. Пирĕн патра пурте сĕтел хушшинче лармаççĕ. Урайне ларма тесе час-часах достархан сараççĕ».

Таджик кухни пуян. Çуллахи вăхăтра манты, ханума хатĕрлеççĕ. Çакна валли техĕмлĕ курăксемпе усă кураççĕ. Таджик пловĕ çинчен илтмен çын çук та пулĕ. Ăна хатĕрлеме кашни çемьен — хăйĕн рецепчĕ. Пĕрисем унта мăкăнь, теприсем сарă пăрçа хушма та пултараççĕ.

Ашшĕ-амăшне — нумайлăх хисепĕпе

Йăла-йĕрке пирки сăмах пуçарсан Мухра чи малтанах аслисене хисеплесси çинчен каларĕ, вĕсене «эсир» тесе чĕнмеллине асăрхаттарчĕ, аттепе аннене те çаплах. Урамра пырсан та хирĕç пулнисене «пичче», «аппа» темелле иккен. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.