ФАП пур, тухтăр çук

12 Июл, 2017

Пурнăç урапи пĕр вырăнта тăмасть, шав малаллах кусать. Паян ялта та хуларинчен кая мар: асфальт çул, çут çанталăк газĕ, шыв та пÿрте пăрăхпа юхса кĕрет. Ял сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ: суту-илÿ çурчĕсем, общество обĕекчĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленеççĕ. Юлашки вăхăтра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем те ялсене илем кÿме тытăнчĕç. Çынсене канма кăна мар, сипленме те условисем лайăхланса пыраççĕ. Акă пĕлтĕр Чăваш Енре 527 ФАП ĕçленĕ. Кăçал 16 районта вăл тепĕр 25 хушăнмалла. Виçĕ çулта кивелнĕ 75 сиплев çурчĕ вырăнне çĕннисем çĕкленмелле. Ял çыннисене сиплеме, вăхăтра пулăшу пама мĕн кирли йăлтах пур темелле. Анчах хăтлă сиплев учрежденийĕсем паян çурма пушă лараççĕ-мĕн. Сăлтавĕ — тухтăрсем çителĕксĕрри.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра республикăри медицина учрежденийĕсенче 150 терапевтпа педиатр çитмест. 48 фельдшерпа акушер пунктĕнче те лару-тăру çивĕч, аслă пĕлÿллĕ çамрăк специалистсем ялсене ĕçлеме каясшăн мар.

Юлашки 5 çулта «Земство тухтăрĕ» программăна 315 çамрăк специалиста явăçтарма май килнĕ. Çав шутра çурри ытла — пĕрремĕш звенори тухтăрсем.

Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă, ачасен йышĕ ÿснĕ май хуласенче те педиатрсем çитменни сисĕнет. Çавна май шкул медицинине аталантарасси те çивĕч тăрать.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов кадр ыйтăвне татса пама тĕллевлĕ вĕрентĕве лайăхлатма сĕнет. Капла аслă шкултан, медицина колледжĕнчен вĕренсе тухакансене патшалăх учрежденийĕсене ĕçлеме ямашкăн май пулать. Вĕсен хысна шучĕпе пĕлÿ илнишĕн темиçе çул тар тăкма тивĕ. Ку мел çĕнĕлĕх мар. Маларах çамрăксене дипломпа пĕрлех ĕçлеме кайма направлени тыттарнă. Астăвасса, вăл тапхăрта тĕп хулара юлма та йывăрччĕ. Специалистсене ытларах пĕчĕк хуласемпе районсене яма тăрăшнă. Унта виçĕ çул вăй хума тивнĕ. Ун хыççăн çеç урăх вырăна куçма пултарнă. Ытларахăшĕ вара çемьеленсе вырăнта тымар янă.

Шел, 90-мĕш çулсенчи пăтрашуллă тапхăр ырă пуçарăва манăçа кăларчĕ. Халĕ дипломлă çамрăксем шалăва кура ĕçе вырнаçма тăрăшаççĕ. Çавна май пысăк хуласене çул тытаççĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.