Йĕпреç районĕнчи качакасем Раççейри куравра палăрнă

12 Июл, 2017

Йĕпреç районĕнчи "Путиловка" агрофирмăри качакасем Пĕтĕм Раççейри куравра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Мăйракаллă çак выльăха Тутарстанра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри уй-хир кунне илсе кайнă.

Агротехника курав-форумне пирĕн республикăри предприятисенчен çавăн пекех Етĕрне районĕнчи В.И. Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша завочĕ юртă урхамахсемпе хутшăннă. Йĕпреç районĕнчи Пĕчĕк Упакассинчи агрофирма зааненски качакан ăратлă репродукторĕ пулнă май жюрие çак выльăха хаклама сĕннĕ. Йĕпреç качакисем çĕршыври куравра виççĕмĕш вырăн йышăннă.  

 

Теги: 

Комментировать