Çĕнтерÿ кунĕ умĕн кăна аса илес марччĕ

11 Июл, 2017

Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче фашизма çĕнтерессишĕн тĕнчери халăхсен сахал мар юн юхтарма тивнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тĕрлĕ патшалăхри 50 миллион ытла çын вилнĕ.

Çак шутран 26,6 миллионĕ — совет халăхĕн çухатăвĕ.

Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ пирĕн ентешсене те пырса тивнĕ. Чăваш Республикинчен 208 пин ытла çын фронта тухса кайнă, çак йышăн çурри ытла пайĕ тăван тăрăха таврăнайман… Вĕсен ырă ячĕ тăван халăх асĕнче ĕмĕр упранĕ.

Раççейĕн кашни хулинче, ялĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисене асăнса лартнă палăксемпе обелисксем мăнаçлăн çĕкленсе лараççĕ. Вĕсем çине нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса пуç хунă паттăрсен ячĕсене çырнă.

Чăваш Республикинче вăр­çăра вилнисене асăнса лартнă пĕрремĕш палăксене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 20 çул çитнĕ тĕле уçма пуçланă. Хальхи вăхăтра ЧР Культура министерстви хатĕрленĕ статистика кăтартăвĕсем тăрăх — республикăра 1289 асăну объекчĕ [палăксем, обелисксемпе стелăсем] шутланать. Çак шутра — 36 «сÿнми çулăм» тата салтаксен 271 вил тăприйĕ. Уйрăмах Вăрнар /74/, Канаш /97/, Комсомольски /59/, Сĕнтĕрвăрри /68/, Шупашкар /98/, Муркаш /61/, Çĕрпÿ /97/, Красноармейски /58/ районĕсенче палăк нумай. Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçине халалланă 22 асăну вырăнĕпе сооружени регион пĕлтерĕшлĕ культура еткерлĕхĕн объекчĕсем шутланаççĕ. Вĕсене федерацин «Культура еткерлĕхĕн объекчĕсем çинчен» саккунĕ хăй хÿттине илнĕ.

«Палăксен 26 процентне /335/ 1970 çулччен туса лартнă, 40 процентне /506/ — 1971-2000 çулсенче, ыттисене — 2001-2016 çулсенче», — тесе пĕлтерет Культура министерстви. Çанталăк тата вăхăт тăмпа хăйăра шеллемест çав. Иртнĕ ĕмĕрти палăксене чылайăшне шăпах кирпĕчрен тунă. Йĕпе-сапа, сивĕ е шăрăх çанталăк хăй ĕçнех тăвать — палăксем çулран-çул япăхсах пыраççĕ. Асăну вырăнĕсене тата вĕсен таврашĕнчи территорие вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсем ертсе пынипе культура ĕçченĕсем, шкул ачисем, ырă кăмăллă çынсем тасатса-тирпейлесе тăраççĕ. Анчах, шел те, çак ĕç-хĕл чылай чухне Çĕнтерÿ кунне паллă тума хатĕрленнĕ чухне çеç пурнăçланать. Палăксене сăрласа илемлетесси, ун тавра чечек лартасси, сăмах май, уяв умĕнхи программăра тĕп вырăнта тăрать. Чăннипе вара апла пулмалла мар. Асăну вырăнĕсене çулталăк тăршшĕпех пăхса тăмалла. Ÿссе кайнă курăка кĕркунне çулмалла, чечексен хăрнă тунисене тăпăлтарса пăрахмалла, хĕлле юртан тасатмалла тата ытти ĕç-хĕл те нумай.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хуласемпе ялсенчи палăксем япăхса пыни пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Муркашра муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ видеоканашлура питĕ пăшăрханса калаçнăччĕ. Çак пăшăрхану унăн чунне сăлтавсăр вĕчĕрхентермест. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Пĕчченхыр, Юрьевка, Кукашни, Шуршăл ялĕсенче тата Шупашкар районĕнчи Тутаркассинче пулнă хыççăн çуралнăскер вăл. Çак муниципалитетсенчи хăш-пĕр ялта палăксем валли тивĕçлĕ вырăн уйăрман. Пĕри вăрман хĕррине тăрса юлнă, тепри ял çыннин хуралтисен хыçĕнче пытаннă… Тем тесен те Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăксен таçта аякра мар, ял варринче пурин куçĕ умĕнче мăнаçлăн çĕкленсе лармалла.

Канашлура культура министрĕ муници¬палитет тата ял тăрăхĕсен ертÿçисене çак¬нашкал самантсене шута илсе тÿрлетме сĕнчĕ. Çавăн пекех вăл кивелнĕ палăксене çĕннипе улăштарсан аван пулассине те палăртрĕ. Ларура ял тăрăхĕсене палăксен проекчĕсене хатĕрлесе парас евĕрлĕ сĕнÿ те пулчĕ.

Хальхи саманара, шел те, чылай ырă ĕç, пуçару укçа-тенкĕ патне çитсен чарăнса ларать. Палăксене пăхса тăрассишĕн яваплă çынсене те ÿпкелесе калаçас килмест. Вĕсем вăй çитнĕ таран тăрăшаççĕ-ха. Анчах иртнĕ ĕмĕрте уçнă, вăхăтăн сиенлĕ витĕмĕ пусарсах пыраканнисен вырăнне урăххи лартма чылайăшне йывăртарах.

Мĕн пур шанчăк — пуçаруллă та ырă кăмăллă, пысăк чун-чĕреллĕ çынсенче. Акă кăçал Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕ ялĕнче Çĕнтерÿ кунĕ умĕн çĕнĕ палăк уçрĕç. Ултă-çичĕ гранит плитаран тăракан комплекс ял варринчи культура çурчĕ çумĕнчи паркра вырнаçнă. Вăл таçтанах курăнса тăрать.

Ырă çак ĕçе Ыхраçырминчи фер­мер ху¬çа­лăхĕн ертÿçи Решит Санзяпов пуçарнипе тата тăрăшнипе тунă.

Канаш районĕнчи Шăхасан ял тăрă¬хĕн пуçлăхĕн Владимир Руссковăн шухă¬шĕпе те — палăк лартакансем пархатарлă ĕç пурнăçлаççĕ. Кунта та кăçал истори пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртнĕ. Ял тăрăх­не кĕрекен Сител ялĕнче Свердловск облаçĕнчен çар техники илсе килсе вырнаçтарнă. Палăка — «Град-1» система — пĕрремĕш ракетчиксене асăнса лартнă. Ку ахальтен мар. Сител ялĕнче Совет Союзĕнчи ăста ракетчиксенчен пĕри Дмитрий Матвеевич Матвеев çуралса ÿснĕ. Ял-йыш ыйтнине тĕпе хурса ырă çак ĕçе пуçараканĕ — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Дмитриев. Аякран техника илсе килесси çăмăл ĕç мар, тăкакĕсем те нумай. Укçа-тенкĕпе Сителсене Раççей Федерацийĕн Геройĕ, Канаш районĕн тата Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант пулăшнă.

Ырă тĕслĕхсен шутĕнче Канаш райо¬нĕн­чи Атнаш ял тăрăхне те палăртас ки¬лет. Администраци пуçлăхĕ Сергей Ми­хайлов пĕлтĕр инçе çула тухса кайнă. Свердловск облаçĕнчен вăл М-30 тата Д-1 гаубицăсем илсе килнĕ, пĕрне — Атнашри асăну комплексĕнче, теприне Калиновка ялĕнче вырнаçтарнă. Çак экспонат-палăка яла илсе килессине ял-йыш та ырласа йышăннă.

Паллă ĕнтĕ, истори пĕлте­рĕш­лĕ халăх ĕçне ырă çынсемсĕр туса пыма йывăр. Ял тăрăхĕсен, хуласен администрацийĕсене — палăк­сене пăхса тăрассишĕн вĕсем яваплине кура — кăна шаннипе малалла каяймăн. Вĕсен бюджечĕ хĕсĕк: çулсерен асăну вырăнĕсене тирпей-илем кĕртме, палăксене сăрлама, чечексем лартма 5-10 тенкĕ уйăраççĕ. Ку нухратпа палăксене тĕпрен юсасси е вуçех çĕннипе улăштарасси пирки калаçма кăткăс. Çавăнпа урăхла çул-йĕр шырама тивет.

«Камăн кăмăлĕ пур — вăл меслет шырать, камăн кăмăлĕ çук — вăл сăлтав шырать», — тенĕ Сократ. Мĕншĕн аса килчĕç-ха çак ăслă та тарăн шухăшлă сăмахсем? Çÿлерех палăртрăм ĕнтĕ, чылай чухне вăл е ку ĕçе пуçăнма укçа çукки чăрмантарать теме юрататпăр. Анчах республикăри ял-хулари пуçаруллă çынсен пархатарлă ĕçĕсем çинчен илтнĕ, вуланă хыççăн çав сăмахсене хирĕçлессĕм те килет. Тĕллев лартсан пурнăçлама пулатех. Укçи-тенки те тупăнать, вăй-хал та хушăнать. Çавна май та шанчăк çуралать: Чăваш Енре юхăннă палăксемпе çыхăннă ыйтăвăн çивĕчлĕхĕ çулран-çул чаксах пырĕ. Канаш, Патăрьел, ытти район тĕслĕхĕ иккĕленсе тăракансен шухăшне улăштарма пулăшатех, пуçаруллăрах пулма хистетех пулĕ…

Валентина БАГАДЕРОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.