«Пурçăн çул» такăр мар

11 Июл, 2017

Шупашкар Пĕтĕм тĕнчери раллие кĕтсе илчĕ

30 çĕршыври 62 экипаж утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ тÿремре старта тухнă. Ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ Чăваш Ен çĕрĕ çинче — Етĕрне районĕнче — иртрĕ. 61 километрлă дистанцие чи малтан Франци автогонщикĕ Себастьен Лебе тата Чехи спортсменĕ Мартин Коломы парăнтарчĕç.

Хĕрлĕ тÿремри уяв

Автогонщиксем Шупашкар урамĕсемпе чупса тухрĕç. Хĕрлĕ тÿремре вĕсене хула çыннисем кĕтсе илчĕç. Унтах спорт уявне халалласа чаплă концерт иртрĕ.

Карап çинче матрос-мотористра ĕçлекен Владимир Ярисов ралли тесен пур ĕçе пăрахсах телекурав умне ларать. Залив хĕррине те çунатланса çитнĕ арçын «КамАЗ-мастерс» команда мала тухасса шанать. «Тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтернĕ ăстасен çитĕнĕвĕсене сăнасах тăратăп. Вĕсене сенкер экран умĕнче кăна курнă. Паян вара машинăна тытса пăхма, сăн ÿкерме пултартăм», — терĕ 58 çулти Владимир. Авточупупа Чăваш Енри арçын ачасемпе яшсем те кăсăкланаççĕ. Акă Шупашкарти ача çуртĕнче хÿтлĕх тупнă Александр Огнетовпа Александр Кабартов ÿкерчĕк хатĕрленĕ. Хăйсен ĕçĕсене вĕсем «КамАЗ-мастерс» спортсменĕсене кăмăлтан парнелерĕç. Сăмах май, тăлăх ачасем тата Шупашкарти тĕрлĕ шкулта вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ палаткăсен хулинче экскурсире пулчĕç.

Аэропорт çывăхĕнче çĕр каçма чарăннă автогонщиксем патне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитсе курчĕ, сумлă ăмăртăва пирĕн республика пĕрремĕш хут йышăннине палăртрĕ. «Историе кĕрсе юлмалли пулăм ку пирĕншĕн: Чăваш Ен кун-çулне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлĕ вăл. Спортсменсен чăтăмлăхĕ тĕлĕнтерет. Çăмăл мар çула хăюллисем çеç парăнтарма пултараççĕ», — терĕ Михаил Васильевич.

Стартра — паллă автогонщиксем

«Пурçăн çул» турнира тĕрлĕ çĕршыври паллă автогонщиксемпе тĕнчери ăмăртусенче палăрнă спортсменсем хутшăнаççĕ. Тутарстанри «КамАЗ-мастерс» команда — ралли лидерĕ. Пĕтĕм тĕнчери раллире икĕ хутчен çĕнтернĕ Айрат Мардеев хальхинче те малтисен йышĕнче пуласса шанать.

— Çанталăк йĕпе-сапаллă пулнипе кăçалхи трасса çăмăлах мар, çавăнпа асăрханса пытăмăр. Пĕрремĕш дистанцие йĕркеллех тухрăмăр. Итали, Беларуç, Нидерланди автогонщикĕсем уйрăмах вăйлă. Китайри сăрт-туллă тата хăйăрлă трассăсем çинче хĕрÿ тупăшу пуласса кĕтетпĕр, — терĕ вăл. Пултаруллă автогонщик «КамАЗ-мастерса» 2006 çулта лекнĕ. Малтан механикра ĕçленĕ, тепĕр икĕ çултан руль умне ларнă. 2012 çултанпа «Париж-Дакар» турнира хутшăнать, 2015 çулта тĕп парнене çĕнсе илнĕ. «Пурçăн çул» ралли ăмăртăвĕсене пĕрре те сиктермен. Команда чысне çавăн пекех Эдуард Николаев, Дмитрий Сотников, Антон Шибалов хÿтĕлеççĕ. Артем Комиссаров механик машинăшăн яваплă: ăна юсать, ăмăртăва хатĕрлет. Командăна виçĕ çул каялла килнĕскер ку спортпа 2003 çултанпа интересленет. Сăмах май, «КамАЗ-мастерс» спорт клубĕнче 150 çын ĕçлет. Кăçал ăмăрту стартне 4 машина /экипажра — 3-шер çын/ тухнă.

«Аспек мотоспорт» команда /лидерĕ — Виктор Хорошавцев/ «Пурçăн çул» раллие иккĕмĕш хут хутшăнать. Спорт клубĕн ертÿçи Роман Плевцов каланă тăрăх — пĕлтĕр вĕсем 74 машина йышĕнче 23-мĕш вырăн йышăннă. Вĕсен экипажĕ «Т-1» ушкăнра тупăшать. Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче çур çĕр иртсен çула тухнă вĕсем. Анчах ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕнче инкеке лекнĕ — çырмана анса кайнă. Машинăна тепĕр автогонщик пулăшнипе туртса кăларнă.

Питĕрти хĕрарăмсем Мария Апаринăпа Таисия Штанева «Багги» ятлă пĕчĕк автомашинăпа тупăшаççĕ. «Çул питĕ вăрăм. Çамрăксен уйрăмах чăтăмлă та хастар пулма тивет. Эпĕ руль умне 12-рех ларнă. Ачаранпах машинăсем патне туртăнаттăм. Пушă вăхăт тупăнсанах гаража чупаттăм. 18 çултанпа çак спортпа кăсăкланатăп», — терĕ Мария Апарина. Спортсменка пĕлтĕр ку ăмăртăва арçынпа пĕрле хутшăннă. Сăмах май, инçе çула тепĕр хĕр те тухнă: Юлия Мигуновăпа Игорь Петенко «Т-2» ушкăнра вăй виçеççĕ.

Болгари команди «Пурçăн çулне» тăваттăмĕш хут хутшăнать. Илиян Георгиев механик каланă тăрăх — пĕрремĕш дистанцие йĕркеллех вĕçленĕ, трасса çинче те йывăрах пулман. Вăл та Китайра уйрăмах йывăр пулассине пĕлтерчĕ. Сăмах май, унта тепĕр 30 яхăн машина тупăшăва тухма хатĕрленет. Казахстанри «Астана» автоклуб спортсменĕсем «Париж-Дакар» раллире пĕрре мар наградăллă пулнă. «Пурçăн çул» турнира 2009 çултанпа хутшăнаççĕ пулин те пĕр награда та çĕнсе илеймен. Çавăнпа ку хутĕнче ăнасса шанаççĕ вĕсем. Чулхулари «Газрейдспорт» команда чысне 5 «ГАЗельпе» грузовик хÿтĕлеççĕ. Лидерĕсем — пĕртăван Коструковсем. «Йĕпе-сапа хăшĕ-пĕриншĕн чăрмав пулчĕ тĕк çумăрлă çанталăк пире пулăшрĕ. Эпир пĕрремĕш дистанцие çăмăллăнах тухрăмăр», — терĕ Олег Нежнов штурман. Владивостокран килнĕ автогонщиксене паттăрсем теме пулать: вĕсем пĕр машинăпах темиçе пин çухрăма хыçа хăварса Мускава çитнĕ.

«Пурçăн çул» раллин иккĕмĕш тупăшăвĕ Ĕпхÿ трасси çинче иртнĕ. Спортсменсем пирĕн çĕршыври тĕрлĕ хула витĕр тухса Казахстанпа Китай тăвĕсемпе пуш хирĕсенче вăй виçĕç. Çапла майпа автогонщиксем 14 дистанцире ăмăртĕç.

 Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.