Мускав укçи республика аталанăвне тĕревлĕ

23 Апр, 2014

Çак кунсенче Мускавра çĕр-шыв ертÿçисем ирттернĕ сумлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ лару-канашлăва хутшăннă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне те тĕп хулара сÿтсе явнă темăсенчен, унти тĕл пулусенчен пуçларĕ. Çав тĕл пулусем Чăваш Ен аталанăвне, социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене татса парассине тÿрремĕнех пырса тивеççĕ.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - республика экономикинче ырă туртăмсем пур, вăл ÿсĕм çулĕ çинче. Çынсен ĕç укçи те ÿсĕмлĕ - "111,5%, пĕлтĕрхинчен кая мар". Çав вăхăтрах ял хуçалăх сферинче йывăрлăхсăр мар. Иртнĕ çул çанталăк такăнтарнине кура М.Игнатьев кăçал агропромышленноç комплексĕ енĕпе уйрăмах çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ: "Хавшак хуçалăхсемпе кирлĕ ĕç пурнăçламалла, вĕсене ăнăçлă ĕçлекеннисемпе пĕрлештермелле. Ял хуçалăхĕ валли укçа уйăрнă - усă пулмалла".

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: