Ăмăртуран хавхаланса таврăнтăм

2012 çулта Раççейри механизаторсем малтанхи хут Краснодар крайĕнче сухаçăсен ăмăртăвне пуçтарăннă. Кайран вăл Ростов, Владимир, Саратов, Тюмень тата ытти облаçра иртнĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Раççейрен, Европа çĕршывĕсенчен вун-вун çĕр ĕçченĕ хăватлă техникăпа «Чи лайăх сухаçă» ята çĕнсе илессишĕн ăмăртать. Унта регионсенчен чи пултаруллă механизаторсем хутшăнаççĕ.

Кăçал Раççейри сухаçăсен VI Уçă чемпионачĕ Пушкăрт Республикинче çĕртме уйăхĕн 25 - утă уйăхĕн 1-мĕшĕсенче иртрĕ. Мероприятие йĕркелекенсем — Пушкăртстан Правительстви, ПР Ял хуçалăх министерстви, «Росагролизинг» пĕрлешÿ. Уяв программи ĕçлĕ тĕлпулусемпе, канашлусемпе, ял хуçалăх техникин куравĕпе, спорт ăмăртăвĕсемпе, концертпа, экскурсипе пуян пулнă.

Эрнене яхăн пынă çивĕч кĕрешÿре Рязань облаçĕнчи Андрей Шаль пĕрремĕш вырăна тухса УАЗ Пикап илме тивĕçнĕ. Иккĕмĕшĕнче — Удмурт Республикинчи Вадим Зарецких, виççĕмĕшĕнче — Ленинград облаçĕнчи Александр Дерюгин.

Паллă мероприятие Чăваш Енрен Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакасси ял тăрăхĕнчи Олег Корнилов фермер хуçалăхĕнче тăрăшакан Василий Корнилов хутшăннă. Çамрăк механизатор пĕлтĕр Çĕрпÿ районĕнче иртнĕ республикăри сухаçăсен ăмăртăвĕнче çĕнтерсе Пĕтĕм Раççейри чемпионата хутшăнма тивĕçнĕ. Ашшĕпе ывăлĕ унтан хавхаланса, пысăк ĕмĕт-шухăшпа таврăннă.

— Раççей чемпионатне кайма шухăшламанччĕ. Республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнсан вăрăм çула тухма тиврĕ. Маларах вырăнти сухаçăсен ăмăртăвне темиçе хут та хутшăннă. Йăлтах хăнăхнă, пĕлнĕ пек туйăннăран шикленмерĕмĕр. Анчах çĕршыв шайĕнчи мероприяти палăрмаллах улшăнса тăрать иккен. Ăна çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Техника куравĕ, трактор-шоу, тĕрлĕ ăмăрту… — пурне те асăнса пĕтереймĕн. Ывăлăма ăмăртăва тухас умĕн сăмахпа кăна хавхалантарма, пулăшма пултартăм. Сухалама пуçласан руле вăл мар, хам тытса пыратăп тейĕн, çав тери хумхантăм. Ара, халиччен алла тытса курман техникăпа ăмăртăва тухрĕ-çке. Çитменнине, сухаçăсен ĕçне ют çĕршывран пынисем те хакларĕç, — пĕлтерчĕ Олег Корнилов фермер. — Ывăл çĕр ĕçĕнче тахçанах-ха. Хуçалăхăн 60 гектарне хамăрах сухаласа акатпăр. Опыт пур темелле. Çапах çĕршыв шайĕнче ăмăртма вăл çителĕксĕр.

— Чаплă трактор рульне малтанхи хут тытрăм. «Агромаш-85ТК» хамăр çĕршывра кăларнăскерех, плугĕ вара Норвегирен кÿрсе килнĕскер. Пире техникăна хăнăхма пĕр сехет кăна пачĕç, — калаçăва хутшăнчĕ Василий Корнилов. — Кĕске хушăра вĕренме, ăна алла илме çăмăл мар. Сухаçăсене пĕр пек трактор, плуг, сухаламалли лаптăк уйăрса пачĕç. Пушкăртстанра хирсем анлă, тикĕс, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Харăс 10 механизатор старта тухрĕ. Эпĕ виççĕмĕш тапхăра çакланнипе ыттисен ĕçне сăнарăм, ăса хыврăм. Тăрăшсах сухаларăм-ха, шел, финала тухаймарăм. Хамăр ушкăнри 36 çынран 19-мĕш вырăн йышăнтăм. Техникăна, ăмăрту условийĕсене лайăх пĕлменни те чăрмантарчĕ-и, тен? Кун пек конкурсра малтанхи хут пулнăран пăлханнипе йăнăшрăм пулас. «Трактор-шоу» программăна хутшăнса техникăпа ĕçлеме пĕлнине те кăтартрăмăр. Малашне ăмăртусене татах хутшăнас ĕмĕтпе таврăнтăмăр. «Кирлех-ши вăл пире?» текен шухăш та сĕвĕрĕлчĕ. Кирлĕ! Ытти механизаторпа тĕл пулни, вĕсен ĕçĕпе паллашни кăна мĕне тăрать! Пире Ĕпхÿ хулине экскурсие те илсе кайрĕç. Çĕр ĕçченĕсене лайăх кĕтсе илни, сума суни хавхалантарчĕ, çунат хушрĕ тейĕн. Шел, республикăра сухаçăсен ăмăртăвне кашни çулах ирттермеççĕ. Йĕпреç районĕнче çеç ăна çулсерен йĕркелеççĕ. Кăçал 3-мĕш хут иртрĕ вăл.

Василий Корнилов ашшĕ ĕçне малалла тăсма, фермер хуçалăхне аталантарма ĕмĕтленет. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче куçăмсăр майпа агрономра вĕренекенскер хăйĕн кун-çулне ялпа, çĕр ĕçĕпе çыхăнтарасшăн. «Çамрăка ялта кичем мар-и?» — ыйтрăм унран. «Ялта тунсăхлама вăхăт çук. Халĕ хулара пурăнакансем яла туртăнни те кунта пурнăç лайăхланса пынине кăтартать», — терĕ çамрăк.

 

Лариса Никитина.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.