Пучинкери сĕт заводĕнче икĕ арçын пиçсе кайнă

30 Июн, 2017

Паян ирхи 2 сехет тĕлĕнче Йĕпреç районĕнчи Пучинкери сĕт заводĕнче инкек пулнă. Унта типĕтнĕ сĕт цехĕнче вакуум двигателĕ ванса кайнă. Оборудование юсама кÿлĕннĕ 33 тата 46 çулти икĕ арçын вĕри пăспа пиçсе кайнă. 

Шар курнă рабочисене больницăна илсе кайнă. Тухтăрсем сипленĕ вăхăтра ку фактпа РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн Канашри районсем хушшинчи пайĕн тĕпчевçисем ĕçе пуçăннă. Пакунлисем заводра ĕс сыхлавне еплерех пăхăннине те хак парĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать