«Мана çемьене тăван ача пекех йышăнчĕç»

30 Июн, 2017

Элĕк районĕнчи Мăн Вылăра тĕпленнĕ Клавдия Ермолаевăпа Семен Никифоров пĕрлешсен ача-пăча çуратса ура çине тăратма ĕмĕтленнĕ. Çулсем пĕрин хыççăн тепри ылмашăннă, анчах çуртра ача сасси илтĕнмен. 44 çул хыçа юлнă. Мăшăр тăлăха усрава илме шухăшланă. Алешăна вĕсем чылай вăхăт шыранă. Пĕр кунхине Çĕмĕрлери ача çуртĕнче 4-ри арçын ача пуррине пĕлтерсен Клавдия Ермолаевăпа Семен Никифоров чунран савăннă. Вĕсем пĕр тăхтамасăр унталла çул тытнă.

Диван çине выртса макăрнă

Алеша çемьене килсен Çĕр çинче Клавдийăпа Семенран телейлĕрех çын пулман. Ун чухне Клав-дия Васильевна 60 çулта пулнă. Ача аслисене тÿрех «атте», «анне» теме тытăннă. Пĕчĕкскер ĕне пĕр витре сĕт панине пĕрремĕш хут курсан питĕ тĕлĕннĕ. «Тавах, Точка, çавăн чухлĕ сĕт панăшăн», — ачашланă вăл выльăха.

Ашшĕпе амăшĕ мĕн çуралнăранпа çывăх çыннин ăшшине туйса курман Алешăна мĕн пур юратăвне пама тăрăшнă. Анчах арçын ачана килте пĕччен кичем пулнă, никампа та выляма çуккишĕн пăшăрханнă. «Мана юлташ кирлĕ», — тесе диван çине выртса макăрнă вăл.

Нинăна икĕ çул шыранă. Клавдия Ермолаевăпа Семен Никифоров Алеша валли тус пултăр тесе пысăкрах ачана çемьене илме шухăшланă. Анчах хăр тăлăха юлнă шăпăрлан часах тупăнман. Вĕсене пĕчĕкреххине хÿтте илме сĕннĕ, анчах Алеша килĕшмен. «Вăл пĕчĕк», — тенĕ. «Кăштахран çитĕнĕ», — тесен те ÿкĕте кĕмен арçын ача. Пĕррехинче Çĕмĕрлери ача çуртĕнчен лайăх хыпар килнĕ, унти ĕçченсем çемье валли хĕрача тупăннине пĕлтернĕ. Клавдия Васильевна пĕр тăхтамасăр çула пуçтарăннă. Алеша та унран юлман.

Нинăна илсе тухсан: «Алешăпа каятăн-и?» — тесе ыйтнă. 8 çулти хĕрача хуравпа нумай кĕттермен, «Пыратăп», — çирĕппĕн каланă вăл. Алешăпа Нина пĕрремĕш кунхине пĕр чĕлхе тупнă, пĕртăван пек туслă çитĕннĕ. Хĕрача та Клавдия Ермолаевăпа Семен Никифорова «атте», «анне» теме тытăннă.

«Тăван амăшĕ лайăх пăхман ăна, çавăнпа Нина чирлесе кайнă. Ăна илсе килсен мĕн чухлĕ нушаланмарăмăр-ши? Ача вилсе каясла ÿсĕрнипе хăй те, эпĕ те эрни- эрнипе макăраттăмăр, çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупманни мĕн чухлĕ пулнă-ши? Унăн сывлăхĕ хавшаккине тÿрех пĕлтерчĕç. Анчах ку мана пĕрре те хăратмарĕ. Эпĕ медпунктра 35 çул тăрăшрăм. Нинăна сывататăпах тесе шухăшларăм. Ăна илсе килсен лайăх пăхрăм, ăшă тумлантартăм. Ачамсен мĕн çиес килнĕ — йăлтах илсе панă. Вĕсемшĕн нихăçан та укçа хĕрхенмен», — каласа кăтартрĕ Клавдия Васильевна.

Пысăк чĕреллĕ хĕрарăм ача çуртĕнчи шăпăрлансене питĕ шелленĕ. Унти ачасем урама тухсан кĕсье тĕпĕнчи вак укçа-тенке пухса лавккаран çур çăкăр туяннине курсан унăн чунĕ хĕссе ыратнă. «Çăкăр та çителĕклĕ çисе курмаççĕ-ши çак ачасем?» — ăшĕнче хĕрхенсе шухăшланă вăл. Нина çемьене килсенех пĕр эрне çăмарта çисе пурăннă. Хĕрача ăна шутсăр юратнă, анчах ача çуртĕнче тăтăшах астивсе курман.

Çемьере пурăнма тытăнсанах Нина амăшĕпе пĕрле лавккана çи-пуç туянма кайнă. Клавдия Васильевна ăна кăвак кĕпе, хитре пушмак илсе панă. «Анне, атя Çĕмĕрлене ача çуртне кайса ки-лер», — тăрук сĕннĕ Нина. Амăшĕ ун çине тĕлĕнсе пăхнă: унтан анчах килнĕ-çке-ха. «Мана унтисем хитре çи-пуçпа курччăр, ăмсанччăр», — ăнлантарнă хĕрача. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.