"Хыпар" издательство çурчĕн сайтĕнчи материалсене сÿтсе явма пулать

28 Июн, 2017

"Эпир те çырăнсаччĕ, анчах пире лекмерĕ. Аринăшăн питĕ савăнтăмăр!", - тесе комментари хăварнă "Хыпар" издательство çурчĕн сайтĕнче лотерея çĕнтерÿçисенчен пĕрисем, Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Осиповсем, велосипед илсе кайнине пĕлтерекен хыпарпа паллашнă хыççăн вулакансенчен пĕри.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем, сире те пирĕн сайтра хăвăр шухăш-кăмăлăра палăртма чĕнсе каласшăн. Килĕшменни тупăнсан - хурлăр, вĕрентмелли пулсан - сĕнĕр, мухтас килсен - ырлăр. Пĕр-пĕр материала е темăна пĕрле сÿтсе явăпăр, тепĕр чухне тарăхнипе ятлăпăр, хĕрсе кайса тавлашăпăр. Тавлашура тĕрĕслĕх çуралать теççĕ-и-ха?.. Пăшăрхантаракан ыйту пулсан та сайтра çырма май пур. Эпир кашни комментариех пăхса тухăпăр. Эсир шăрçалани çав самантрах уçăмланманшăн пăшăрханма кирлĕ мар: спам йышши çырусем нумай килнĕрен комментарисене малтан модератор пăхса тухать, кайран курăнмалла тăвать.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать