Вăй виçрĕç

25 Июн, 2017

Республика кунĕнче Çĕнĕ Шупашкарти А.Г. Николаев ячĕллĕ тĕп стадионра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисемшĕн ирттерекен Пĕтĕм тĕнчери Хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсен турнирĕ иртрĕ.

Мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Михеев, физкультурăпа спорт министерствин заместителĕ Игорь Головин, Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Олег Матвеев тата администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова, Хĕвел тухăç кĕрешĕвĕ енĕпе Раççей спорт мастерĕ, тĕнчен пилĕк хут чемпионĕ Алексей Соловьев хутшăнчĕç.

Кубок çĕнсе илессишĕн Чăваш Енпе Раççейĕн кÿршĕри регионсенчен кăна мар, Туниспа Узбекистанран та спортсменсем кĕрешĕве тухрĕç. Çивĕч кĕрешÿре /кикбоксинг\ Тунис çĕршывĕнчен çитнĕ Дахман Саефетдин /90 кг\ чемпион ятне çĕнче илчĕ.

 

Рубрика: 

Комментировать