Паян Шупашкарти Мускав кĕперĕ хута кайрĕ

24 Июн, 2017

Паян ирхи 8 сехет те 22 минутра Шупашкарти Мускав тата Ленин районĕсене çыхăнтаракан Мускав кĕперĕн Республика кунĕ тĕлне туса пĕтернĕ çĕнĕ тăрăхĕпе пуçласа спортсменсемпе физкультурниксем, тĕп хулари «Дорекс» ООО автотранспорчĕ, Шупашкарти Ленин, Калинин тата Мускав районĕсенче пурăнакансен йышлă представителĕсем иртрĕç.

Строительствăна вĕçленĕ хыççăн Мускав кĕперĕн историне кĕрсе юлчĕç. Кивĕ кĕпере 1969 çулта хута янă. Ăна ĕçе кĕртнĕренпе 50 çула яхăн. 2014 çулта кĕпере тĕпрен çĕнетме йышăннă. Строительсем ку объектра 18 уйăх пĕр чарăнмасăр ĕçлесе кĕперĕн пĕрремĕш этапне туса пĕтернĕ. Проект - 1,5 млрд ытла тенкĕлĕх.

"Çак кĕпер — Шупашкар хулинчи автомобиль транспорчĕн çулĕсен тĕп сыпăкĕсенчен пĕри, — терĕ тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков. — Вăл Шупашкарти микрорайонсене, промышленноç предприятийĕсен зонисене çыхăнтарать. Транспорта кĕпер тăрăх харăсах 6 ретпе çÿреме май туни унтан иртессине 1,5 хут хăвăртлатать. Талăкра ун урлă 43 пин автомобиль каçма пултарать. Паянхи кун тĕлне 780 млн тенкĕ ĕçе кĕртнĕ. Çав шутра Раççей хыснинчен — 620 млн, республика бюджетĕнчен — 133 млн тенкĕ, ыттине хула уйăрнă. Çумăр çунине, çил-тăман алхаснине пăхмасăр çĕрĕн-кунĕн ĕçленĕ строительсене пĕрремĕш этапа графикпа пăхнă вăхăтра хута янăшăн, çак кĕпере тума пуçлас ыйтăва ниме пăхмасăр татса панăшăн республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав тăватăп".

Объектра строительство мĕнле хăвăртлăхпа тата пахалăхпа пынине республика Пуçлăхĕ тĕрĕслесе тăнă. Кĕперĕн иккĕмĕш тăрăхне 2018 çулхи иккĕмĕш çур çулта ĕçе кĕртме палăртнă. "Паянтан пĕрремĕш пая уçса кĕпер тăршшĕпе пыракан транспорт «пăккисемпе» çыхăннă чăрмава сиретпĕр, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. — Пĕтĕм автотранспорта кивĕ кĕперпе иртсе пĕтме питĕ хĕсĕкчĕ. Халĕ кунта çÿреме ирĕклĕ".

Кĕпер Шупашкаршăн пĕлтерĕшлине РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов та палăртрĕç.

Леонид ЧЕРКЕСОВ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ:

— Эпĕ паян кĕперĕн пĕрремĕш этапне хута янăшăн питĕ савăнатăп. Мĕншĕн тесен çак объекта тăвас ыйтăва 2011 çултах сÿтсе явма пуçларăмăр. Раççей бюджетĕнчен укçа мĕнле илмелли çинчен шухăшларăмăр. Унтан кĕмĕл чылай уйăрнă. Кĕперĕн пĕр енчи тăрăхне ĕçе кĕртни пĕтĕм республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ, Министрсен Кабинечĕ, хула депутачĕсемпе администрацийĕ пĕр тĕллеве пурнăçлассишĕн чăмăртанчĕç. Хула çыннисене Шупашкарта тепĕр ырă ĕç тунă ятпа саламлатăп!

Владимир ИВАНОВ, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ:

— 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ — Чăваш Еншĕн чăннипех те пысăк событи: республикăн тĕп хулинчи Мускав кĕперĕн пĕрремĕш пайне уçрăмăр. Çак куна хула çыннисем те, районсенчен килекенсем те кĕтнĕ. Акă паян — пысăк уяв. Çĕнĕ кĕпер тăрăх çынсем, автомашинăсем пуçласа иртрĕç. Çынсен пичĕ çинче савăнăç куллине çеç куратăп. Çĕнĕ кĕпер уçнă ятпа Сире пурне те!

 

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать