Юрласси çăмăл ĕç мар

23 Июн, 2017

Паян Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Академи вокалĕ: вĕрентÿ вăрттăнлăхĕсем» ятпа ăсталăх сехечĕ иртрĕ. Унта республикăри тĕрлĕ районпа хулари музыкăпа ÿнер шкулĕсен, пулатурлăх кĕрменесĕн преподавателĕсем, ача-пăча коллективĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Чулхулари М.Глинка ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕн доценчĕ Ирина Шабродина пирĕн специалистсене вокал уйрăмлăхĕсем çинчен каласа пачĕ, юрлас ăсталăхăн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. «Юрласси пит ансат ĕç мар. Çут çанталăк панă пултарулăха аталантармасан сасă вăйĕ чакма пултарать. Кашни юрăçăн сасси хăйне евĕр, çавăнпа кашнинпе уйрăммăн ĕçлени питĕ пĕлтерĕшлĕ», — терĕ Ирина Васильевна.

Людмила ВОРОНОВА, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкарти ачасен пултарулăх çурчĕн преподавателĕ:

— Эпир, педагогсем, хамăр та нумай вĕренетпĕр. Кашни çулах курссенче пĕлĕве анлăлататпăр, мастер классенче ăстасен опычĕпе паллашатпăр. Чулхуларан килнĕ хăнан опычĕ те пирĕншĕн усăллă пулчĕ, унăн меслечĕсемпе хамăн ĕçре усă курăп. Эпĕ ачасемпе те, çамрăксемпе те ĕçлетĕп. Мускав районĕнчи пултарулăх çурчĕн вокал уйрăмне 1-7-мĕш классенче вĕренекен 80 яшпа хĕр çÿрет. Чи маттуррисем „Радужная страна” ушкăнра юрлаççĕ. Вĕсенчен 35-шĕ кăçал пысăк тĕрĕслев витĕр тухса Раççейри пĕрлештернĕ хорта юрлама тивĕç пулчĕç.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать