Вĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ

30 Ноя, 2013

Тăвай районĕнчи кашни ял тăрăхĕнчех Канаш почтамчĕн уйрăмĕ пур. Вуннăшĕнче те хăйсен тивĕçне яваплăха туйса пурнăçлакансем тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра почтальонсен канăçсăр вăхăт - 2014 çулăн пĕрремĕш çуррийĕ валли хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр пырать. Ытти енĕпе те вăр-варланма тивет вĕсен, ватăсене вăхăтра пенсипе тивĕçтереççĕ, тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ... "Сĕнеççĕ" терĕмĕр-ха, çакна пурнăç хистенĕрен тытăннă.

Тăвай ялĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмне икĕ-виçĕ çул каялла юсаса çĕнетрĕç. Ĕç условийĕсем самай лайăхланчĕç ун чухне, коллектива чылайранпа И.Матвеева ăнăçлă ертсе пырать. Çирĕм çул ытла пĕр вырăнта ĕçлесе Ирина Николаевна ахаль почтальонкăран пуçлăха çитнĕ. Р.Яковлева оператор - почта çыхăнăвĕн ветеранĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те Раиса Васильевна хăй кăмăлланă ĕçрен хăпаймасть. "Сывлăх пур чухне çынсене савăнтарасчĕ-ха", - тет вăл кăмăллăн. М.Осипова кунта килнĕренпе 20 çул. З.Виноградова почтальонкăн йывăр сумккине пĕлтĕр кăна хывнă. Ăна "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятпа чысланă. Пĕр вырăнта 40 çул ытла ĕçлени хăех паттăрлăх мар-и.

А.Алексеева - Тăвайсен кĕтнĕ хăни. Унăн ĕçĕпе ял çыннисем питĕ кăмăллă. Хастарлăхшăн, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна нумай Хисеп хучĕпе, хаклă парнепе хавхалантарнă. З.Рузавина ĕçтешĕсенчен ырă тĕслĕх илет.

З.Кузьминапа З.Васильева тата Э.Виноградова Чÿкçырми, Вăрманхĕрри, Вырăс сали, Кушкă, Çăлпуç енне куллен çула тухаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене унта чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Альбина НИКИТИНА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.