Тата тепĕр приговор

23 Апр, 2014

Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă Денис Николаева пĕлтĕрхи раштавра должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн айăпланăччĕ. Халь вара район сучĕн ун пиркиех палăртнă тепĕр приговорĕ саккунлă вăя кĕнĕ.

Ку хутĕнче ăна Уголовлă кодексăн 264 статйин 4-мĕш пайĕпе /çул-йĕр правилисене ÿсĕрле пăснă май асăрханмасăр çынна вилĕм кÿни/ айăпланă. Республика прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - инкек 2013 çулхи авăн уйăхĕнче пулнă. Николаев «Фольксваген» автомобиль рулĕ умне ÿсĕрле ларнă. Транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан докуменчĕсем те çумра пулман. Çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухса кайнă та «Рено» автомобильпе çапăннă. Аварире «Рено» водителĕ йывăр суранланнă - кăштахран вăл вилнĕ. Çав машинăри пассажир сывлăхне те йывăр сиен кÿнĕ.

Николаев айăпне йышăннă, анчах авари хăйĕн автомобилĕ юсавсăр пулнипе сăлтавланнине палăртнă. Район сучĕн приговорĕ ытла та хаяр тесе апелляци çырнă. Анчах республикăн Аслă сучĕн уголовлă ĕçсене тишкерекен суд коллегийĕ преступлени квалификацине тата айăплава çаплипех хăварнă. Çапла вара Николаева тăватă çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварса колони-поселение ăсатма йышăннă, çавăн пекех икĕ çул çурăлăха транспорт хатĕрĕпе çÿремелли правăсăр хăварнă.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.