- Чăвашла верси
- Русская версия
Хуран тĕпĕ çинче те ташлаççĕ
Чăвашра çич çĕр ытла чикан çынни пурăнать. Сĕнтĕрвăрри хулинче ку халăхăн пилĕк çемйи тĕпленнĕ.
Хула чиканĕсен баронĕ — чи сумлă, хисеплĕ çынни. Ăна пурте пăхăнаççĕ, вăл каланине итлеççĕ. Анатолий Кириченко баронпа паллашма питĕ хавас пулчĕ. «Сире мĕнле чĕнеççĕ?» — тесе ыйтсан, шап-шурă кĕпе, яп-яка пуличчен якатнă шăлавар тăхăннă çын çапла хуравларĕ: «Ме бушював Анатолий». Эпĕ çав ятлă çын тени пулчĕ ĕнтĕ. Барон урама хăйĕн мăнукĕсемпе уçăлма тухнă.
— Ак ку манăн мăнукăм Калина, — терĕ тÿпе пек кăн-кăвак куçĕсемпе чăр-чăр пăхакан çырă çÿçлĕ арçын ачапа паллаштарнă май. — Вăл çитес вĕренÿ çулĕнче Сĕнтĕрвăрринчи шкула 1-мĕш класа çÿреме тытăнать. Темĕн те пĕлме тăрăшаканскер. Тепĕр чухне хамăр та унран тĕлĕнетпĕр — мĕнле пулма пĕлнĕ тульккĕш: пур япалапа та кăсăкланать.
Калинапа çавтăнса тăракан хĕр пĕрчи — пиччĕшĕпе каснă-лартнă пĕр сăнлă. Хăйне кăшт вăтанчăкрах тыткалать. Вăл ташлама та, юрлама та ăста. Ташă тенĕрен, чикансем ăна питĕ кăмăллаççĕ. Эшкерпе куçса çÿренĕ чухне апат пĕçермелли хурана ÿпĕнтерсе ун çинче ташланă тĕслĕх те пур. Хăйне май пултарулăх!
Баронăн тепĕр мăнукĕ Моисей Шупашкарта тăванĕсем патĕнче хăнара-мĕн. Анатолий Николаевичăн — виçĕ ывăл, вĕсем пурте çемьеллĕ. Вун сакăр мăнукпа мухтанма пултарать паян Сĕнтĕрвăрри чиканĕсен ертÿçи.
Хăйсен кăна мар, ытти тăватă чикан çемйисем те пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ. Акă, Кириченкосен çемйи кÿршĕри Смирновсемпе хутшăнаççĕ Вĕсен кил хуçи — вырăс, мăшăрĕ — чăваш. Кириченкон мăнукĕсемпе Смирновсен ачисем пĕрлех выляса ÿсеççĕ. Барон Петровсемпе /арăмĕ — тутар, упăшки — чăваш/ урам урлă пурăнакан узбексемпе Турсуновсемпе те туслă.
Анатолий Кириченко хăйсен юратнă апат-çимĕçĕ пирки те каласа кăтартрĕ. Кухньăра ытларах — хĕрарăм. Пĕр-икĕ апат рецепчĕпе паллаштарма сĕнсен те хаваспах килĕшрĕ. Чикансен апат-çимĕçне хатĕрлеме пĕрре те кăткăс мар. Вĕсем ытларах чухне кайăк-кĕшĕк, сурăх, сысна ашĕпе усă кураççĕ. Хĕрлĕ кăшмантан, йÿçĕтнĕ купăстаран хатĕрленĕ яшка кăмăллаççĕ. Çурçĕр тăрăхĕнче пурăнакан чикансем çĕр улмирен янтăланă апат-çимĕçе килĕштереççĕ пулсан кăнтăр енчисем — кукурусран хатĕрленине.
Чикансем — мĕн авалтан юханшывсемпе кашласа ÿсекен вăрмансем çывăхĕнче е вĕсенче пурăнакан халăх. Сунарта тытнă мулкача, хир сысни ашĕпе апат хатĕрленĕ вĕсем. Тăтăшах вырăнтан- вырăна куçса çÿренĕрен аш- какай пăсăласран ăна ăшаланă е пăшăхланă. Кун пек чухне вăл чылай вăхăт упранать, йышлă çемьене тăрантарма та меллĕ. Чикансем пăрăçлă апата кăмăллаççĕ. Наци çимĕçĕсенчен пĕри — Масуно кукăль. Малалла вулас...
Комментировать