Те туй, те ĕçкĕ...

23 Апр, 2014

«Хыпарта» Роза Власовăн «Чăваш туйĕнче савăнасчĕ» статйине юратса вуларăм. Шупашкар районĕнчи Шорккара пурăнакан Нинăпа Бронислав Евгеньевсен туйĕ аса килчĕ. Телее, 33 çул каялла тунă сăн ÿкерчĕксем те тупăнчĕç.

Пĕринче туй арăмĕсен пĕр ушкăнне ÿкернĕ. Тепĕр сăн ÿкерчĕкре - Нинăпа Бронислав Евгеньевсем çырăнса тухнă хыççăн хăйматлăх ашшĕпе амăшĕ - Владиславпа Римма Платоновсен хушшинче. Бронислав Алексеевич тăван колхозра водительте, трактористра, комбайнерта ĕçленĕ. Пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн пĕрре кăна мар Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ăна «Ылтăн алăллă ăста» грамотăпа та наградăланă. 2002 çултанпа вăл Шупашкарти пĕр предприятире водительте вăй хурать. Нина Евсеевна вара тĕрлĕ вырăнта бухгалтерта тăрăшнă. 2005 çултанпа - ял тăрăхĕн специалисчĕ. Вăл та мăшăрĕ пекех тăрăшулăхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрать. Ĕçченлĕхне кура ăна та чылай Хисеп хучĕпе чысланă. Вĕсем икĕ ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Халĕ вара манăн туй йăли-йĕрки патнех таврăнас килет. Шел те, юлашки вăхăтра чăваш туйĕн йĕрки-курки пĕтсех пырать. Теприсем качча тухнине, авланнине сиссе те юлаймастăн. Çулталăкра ялта пĕр-ик туй кăна иртет. Темиçе çул каялла вара вун-вун туй кĕрлетчĕ. Ун чухне туй-çуя шăпăр калани, параппан çапни, хут купăс калани илем кĕртнĕ. Пĕтĕм ял халăхĕ туй арăмĕсемпе туй каччисене, çĕнĕ çынсене курма пуçтарăннă. Хĕр çумĕсем юрлатчĕç, витлешÿ такмакĕсем калатчĕç. Каччă çумĕсем тăпăртатса ташлатчĕç.

Хĕрсен пуçне тухья капăрлататчĕ. Хĕрарăмсем хушпу тăхăнатчĕç. Ăна шăрçаран, тимĕр укçаран ăсталатчĕç. Кăкăр умне ама хитрелететчĕ. Хăшĕсен тăнлав çине çакмалли ярапа-алка та - пурччĕ. Авал хĕрарăм çи-пуçĕ пуян пулнă: тевет, шÿлкеме, масмак, сурпан, çум çакки... Вĕсем паян модăран тухса пыраççĕ. Шел, туя та килте мар, кафе-столовăйра ирттереççĕ. Вĕсене тамада ертсе пырать. Туй юррисене юрламаççĕ те. Музыка яраççĕ те - пулчĕ те. Те туй ку, те ахаль ĕçкĕ...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.