Çамрăк вăрманçăсем ăсталăхпа палăрнă

21 Июн, 2017

Мероприятие Муркаш, Вăрмар, Çĕмĕрле, Йĕпреç, Вăрнар, Пăрачкав, Тăвай районĕсенчи тата Шупашкар хулинчи тăхăр команда хутшăннă.

Слета шкулсенчи вăрман хуçалăхĕсен çулталăкри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетес тĕллевпе çулсерен йĕркелеççĕ. Унта хутшăнакансем зоологи, ботаника, гидробиологи тĕлĕшпе пухнă пĕлĕвне, вăрман ĕçне пĕлнине кăтартаççĕ. Кăçал çамрăк вăрманçăсен ĕç-хĕлне Чăваш Республикин çут çанталăк министерствин, «Сăрçи» заповедник специалисчĕсем, «Эткер» центр методисчĕсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕсем хакланă. Эксперт комиссийĕ çут çанталăкăн çамрăк тусĕсен пĕлĕвĕпе ăсталăхĕ пысăк шайра пулнине çирĕплетнĕ.

Виçĕ куна тăсăлнă слетра ачасем стена хаçачĕ кăларнă, тĕрлĕ темăпа — «Вăрман чĕр чунĕсен экологийĕ», «Çут çанталă¬ка сыхлас ĕç-хĕл», «Вăрман ÿсен-тăранĕсен экологийĕ» т.ыт.те — тĕпчев ĕçĕсем хатĕрленĕ, вĕсемпе конкурса хутшăннă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.