Шупашкарти Мускав çыранне хăтлăх кĕртесси малалла пырать

20 Июн, 2017

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп хула çыннисем тата хăнасем валли уçнă тĕп пляжа тата унтан икĕ еннелле тăсăлакан çырана тĕпрен юсас ĕçе еплерех йĕркеленипе паллашрĕ.

Унăн пĕрремĕш тапхăрне пĕлтĕр юсама пуçланă — Мускав çыранне /0,88 км/ реконструкцилеме 142 млн тенкĕ явăçтарнă. Иккĕмĕш тапхăрта 226 млн тенкĕ ĕçе кĕртсе 1,22 км тăршшĕ хăтласшăн. Виççĕмĕш - 251 млн тенкĕлĕх. 1,9 км çинче тирпей-илем тума палăртнă. Куратпăр ĕнтĕ, тĕп хула администрацийĕ Шупашкарсен канăвне йĕркелессишĕн укçа самаях тăкаклать.

— Атăл хĕррипе велосипедистсене çÿреме май туса панăшăн тавах, — терĕç «Солнце на спицах» клуб ветеранĕсем Вячеслав Платоновпа Николай Плотников республика тата тĕп хула ертÿçисене. — Кунта велотрасса пахалăхĕ лайăх.

Спорт лапамĕнче пуçтарăннă спортсменсемпе физкультурниксем те çан-çурăма пиçĕхтермелли вĕр çĕнĕ инвентарьпе кăмăллине палăртрĕç.

Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Михаил Игнатьева 2014 çулта çирĕплетнĕ «Шупашкар хулин Атăл çыранне хăтласси тата реконструкцилесси» проекта пурнăçлассишĕн графикпа килĕшÿллĕн ĕçлессине пĕлтерчĕ.

 

Рубрика: 

Комментировать