Футболла выляма çăпата сырнă

20 Июн, 2017

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски футболпа туслă ял пулнă. Вырăнти «Энĕш» команда 1935 çулта йĕркеленнĕ.

Ялти шкулта ĕçлекен Иван Чупраков /1914 çулта çуралнă/ ачаран спортпа туслă пулнă: хĕлле йĕлтĕрпе чупнă, çулла футболла вылянă. Çамрăксем валли вăл спорт вăййисем час-часах ирттернĕ, ачасене футболла выляма пухнă. Çав тапхăрта ялта футболла вылясси вăй илмен. Çавăнпа ăна курма карчăк-кĕрчĕк те тухнă. Сăмахран, Иван Губанов футболистсене пан улмипе хăналанă.

1939 çулта Иван Чупракова çара илнĕ, унтанах вăл фронта лекнĕ, хыпарсăр çухалнă. Тренерĕ хыççăн Ĕсмел футболисчĕсем те Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнă. Чылайăшĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă, хăшĕ-пĕри тăван яла сусăрланса таврăннă. Вăрçă паттăрĕсем командăна çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Чи малтанхи футболистсен йышĕнчен паллă çын нумай тухнă. Сăмахран, Валентин Терентьев хăмла фабрикин директорĕ пулнă, Григорий Иванов — Октябрьски совхозĕн уйрăмĕн управляющийĕ, Аркадий Иванов — район хаçачĕн редакторĕ. Михаил Шутин Шупашкарта пурăннă пулин те яла футболла выляма çÿренĕ. Хусанти университетран вĕренсе тухсан обкомра нумай çул ĕçленĕ. Команда капитанĕ Николай Охоткин райпо председателĕнче тă-рăшнă.

Футбол уйне çемйипе тухакан нумаййăн пулнă. Тĕслĕхрен, Шутинсен ултă ывăлĕ тĕрлĕ çулта ял командин чысне хÿтĕленĕ. Ивановсен виçĕ ывăлĕ те футболшăн çуннă. Аркадий Мясниковăн ывăлĕсем те ашшĕн чун киленĕçнех кăмăлланă. Евгений Медяков çарта та футбол командинче тăнă. Унтан вăл спорт тумĕпех таврăннă. Леонид Тагеев та — ăста футболист, команда капитанĕ пулнă, унăн ывăлĕ Михаил та /халĕ — районти паллă фермер/ «Энĕш» чысне нумай çул хÿтĕленĕ.

Эдуардпа Эдвин Пилепсем футбол кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă. Йĕкĕрешсен ашшĕ нимĕç пулнă, вĕсем Германире пурăннă. Вăрçă пуçлансан пĕртăвансем амăшĕн тăван тăрăхне таврăннă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.