Йĕрке хуралçисене асăнса Çĕнĕ Шупашкарта палăк уçĕç

15 Июн, 2017

РФ Шалти ĕçсен министерствин Çĕнĕ Шупашкарти пайĕн çурчĕ çине полицейскисене хисеплесе стела вырнаçтарĕç.

Служба тивĕçне пурнăçланă чух пуç хунисене асра тытнине пĕлтерекен паллăна темиçе çул каялла Шупашкарта вырнаçтарнă. Унччен çав вырăнта полицейскисене халалланă палăк пулнă. Ăна сÿтсе Çĕнĕ Шупашкара ăсатнă хыççăн стела вырнаçтарнă.

Пуçарнă ĕçе вĕçне çитерес сĕнÿпе Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен регионти организацийĕ тухнă. Организаци ертÿçи Михаил Кисилев шухăшланă тăрăх, палăк правăна сыхлакансен паттăрлăхне аса илтерĕ. Шупашкар хула администрацийĕ, ШĔМĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ тата ветерансен организацийĕ пĕр шухăшлă пулса проектпа смета хутчĕсене хатĕрленĕ, стела эскизне çирĕплетнĕ, укçа пухма пуçланă.

Маларах эпир Йĕпреçре учителе халалласа палăк уçнине пĕлтернĕччĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать