Шупашкартан — Байкала çити

15 Июн, 2017

Байкал… Ăçта вырнаçнă вăл? Географи картти патне пырса тăратсан, иккĕленместĕп, Çĕр çинчи чи таса та тарăн çак кÿлĕ ăçта вырнаçнине кашниех тĕллесе кăтартайĕ. Анчах унта çитес тесен 4 пине яхăн çухрăм парăнтармаллине ăнкарĕ-ши? Питĕ нумай вĕт ку! Эпĕ те, Байкал тăрăхне кайиччен шутлă кунсем юлсан çеç, çакна лайăхрах ăнланса илтĕм. Инçе çул çÿреве тухасси пĕрре савăнтарчĕ, тепре иккĕлентерчĕ. Тепĕр тесен, çур Раççее курса çаврăнăп! Чылайăшĕ ав Байкал кÿллин хĕррине çитме ĕмĕтленет. Таçтан йăтăнса аннă телейшĕн çав тери хĕпĕртерĕм. Май пур чухне мĕншĕн каяс мар? Мăнаçлă та хăватлă Раççейĕмĕрĕн пуянлăхĕпе киленесси пирки шухăшланă вăхăтра пĕр тăванăм калани чăнлăха тавăрчĕ: «Ну, унта 3-4 кун каятăр-ха. Çитменнине, микроавтобуспа. Мускава та ав чылай каймалла». Ĕмĕтсен авăрĕнчен тухса хăвăртрах Интернета кĕтĕм. Веçех пĕлекен Яндекс Иркутск облаçне çитес тесен чылай каймаллине пĕлтерчĕ. «Пур-пĕрех каятăп! Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ йăхташсене курăп», — пат татса хутăм. Ара, кăçал шăпах Байкал хĕрринче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ. Çак тĕллевпе эпир, Чăваш наци конгресĕн представителĕсем делегаци пуçлăхĕнче ЧНК президенчĕн вице-президенчĕ Валерий Клементьев пулчĕ], чăваш эстрада çăлтăрĕсем, Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри «Телей» халăх фольклор ансамблĕ, журналистсем, çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче çула тухрăмăр. Крымри, Чулхулари, Пенза, Саратов тăрăхĕсенчи чăваш наципе культурин автономийĕсен ертÿçисем те пирĕнтен юлмарĕç. Кăçалхи Акатуй «Мурманскран Байкала çити» ятпа йĕркеленнĕ пулсан пирĕншĕн — «Шупашкартан Байкала çити» ятпа.

 

Константин Иванов çул уçса пытăр

Çула тухас умĕн пĕр кун маларах чун вутра епле çуннине хам çеç пĕлетĕп. Унччен инçе çула тух-са курман мар-ха: шкулта вĕреннĕ чухне Краснодар крайне пуйăспа кайнăччĕ. Хальхинче вара — ми-кроавтобуспа. Çитменнине, редактор: «Халь ĕç хыççăн манăн кампа уçăлса çÿремелле?» — тесен кă-мăл пусарăнчĕ. Ырă йăла ку пирĕн: офисра «пăс тухиччен» ĕçленĕ хыççăн Шупашкар илемĕпе киле-нес тесе темиçе чарăну çуран утатпăр. Ĕçтешсемсĕр, юлташсемсĕр, тăвансемсĕр 2 эрне епле пурăн-малла? Палăртнă кун çитрĕ. Пысăк сумкăпа кутамккана йăтса Чăваш наци конгресĕ умне çитсе тă-тăм. Халăх хĕвĕшет, хăшĕ-пĕрин 2-3-шер чăматан. Вĕсеннипе танлаштарсан, хамăн сумка ытла та пĕчĕк пек туйăнчĕ. Урамра шăрăх çанталăк хуçаланчĕ пулин те çур сумка ăшă тумтир тултартăм. Малтан Интернета кĕрсе Иркутск тăрăхĕнче мĕнле çанталăк пулнипе интересленме манман вĕт эпĕ.

Çула тухас умĕн ларса канма хушаççĕ. Эпир вара Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнчи Константин Иванов палăкĕ умне васкарăмăр. Мĕн тума тетĕр-и? Пирĕн çул çÿрев чăваш поэзийĕн классикĕ çуралнă тăрăхран, Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялĕнчен, пуçланмалла-çке. Хăйне евĕрлĕ пулăм ку: ан тив, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ пирĕн çула уçса пытăр. Палăк умне ЧР культура министрĕн çумĕпе Вячеслав Ориновпа Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов та çитрĕç. Пире инçе çула ăсатнă май: «Байкал хĕрринче тĕл пуличчен», — йăл кулчĕ Николай Федорович. Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне вăл Иркутск тăрăхне самолетпа вĕçсе пырассине пĕлтерчĕ.

Пелепейри пĕвве куртăмăр

Пыратпăр хайхи çул çинче. Пуçра вун-вун шухăш. Чăнлăх-и е тĕлĕк-и ку? Темиçе кунран Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем патне çитессине ĕненес килмерĕ. Тутар Республикинчен иртсенех ывăннине туйрăм. 2-3 сехет кайнипех парăнмалла-им? Малта — çĕр-çĕр çухрăм, вĕсене хыçа хăварма сахал мар чăтăмлăх кирлĕ. Каятпăр-каятпăр, палăртнă вырăна ниçтан çитме çук. Чÿречерен пăхса тавралăхпа киленсе пытăм. Хамăн ĕмĕрте пуçласа нефть шăтăкĕсене куртăм. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, çак пуянлăха курманнисемшĕн, ку тĕлĕнмелле пек! Пушкăрт Республикин чиккине çитрĕмĕр çеç — салонра сасăсем илтĕнчĕç: «Вăхăт улшăнчĕ». Чăн та, пушкăртсем пирĕнтен 2 сехет маларах пыраççĕ. Пирĕн çул Пелепей хулинелле выртрĕ. Ĕлĕкхи çак хулан архитектуринче революцичченхи çулсем те йĕр хăварнă. Халĕ унта çулленех капмар çуртсем çĕкленеççĕ.

Пирĕннипе 10 сехет кăна-ха. Пелепейре те пурнăç «вĕреме» кĕнĕ çеç. Хула центрĕнче унта та кунта çамрăксем тăраççĕ, пĕр каферен кĕвĕ илтĕнчĕ… «Урал сасси» хаçат редакторĕпе Юрий Михайловпа Пелепейри чăвашсен наципе культурин автономийĕн ертÿçи Владимир Яковлев, Чăваш Республикинчен килекен делегацие кĕтсе ывăннăскерсем, çитрĕç. «Ытла та нумай килетĕр эсир», — терĕç харăс. Çулĕ çывăх мар-çке! Пелепейре чылай çул пурăнакан йăхташăмăрсемпе паллашрăмăр. «Урал сасси» хаçат редакторĕ Патăрьел районĕнчен пулнине пĕлсен тем пек хĕпĕртерĕм. Аякри тăрăхра ентешсене курма епле кăмăллă! Чăваш наци радиовĕнче чылай кăларăма ертсе пыракан Ирина Лампасовăпа, Патăрьел районĕн кинĕпе, Юрий Михайловичăн пĕлĕшсем те тупăнчĕç. Ара, Ирина Йăлăм ялĕн йĕкĕтне качча тухнă вĕт. Çĕр çаврака тесе ахальтен каламан çав. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.