Сăмах — уçăмлă, ĕç татăклă пултăр

14 Июн, 2017

ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче 18 ыйту пăхса тухрĕç. Хăшне-пĕрне тÿрех çирплетрĕç пулсан теприсем хушма ыйтусем çуратрĕç.

Акă, пĕрремĕш ыйтăвах чылай вăхăт сÿтсе яврĕç. Сăмах алкоголь продукцийĕн производствине тата çаврăнăшне, спиртлă хутăшсемпе усă курассине чикĕлессине патшалăх енчен йĕкрелесе тăрасси çинчен пычĕ. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Ланцова пĕлтернĕ тăрăх — алкоголь рынокĕнчи право ыйтăвĕсене татса парассишĕн, лицензи ĕç-хĕлне йĕркелессишĕн, сутнă продукцин калăпăшĕ çинчен деклараци хатĕрлессишĕн ЧР Экономика аталăнăвĕн министерстви яваплă. Эрех-сăра продукцийĕн производствине патшалăх енчен сăнаса тăракан уполномоченнăй орган — ЧР Ял хуçалăх министерстви. Кунсăр пуçне, документ проекчĕпе килĕшÿллĕн, икĕ çак ведомствăн вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсене вĕсен территорийĕнче вырнаçнă эрех-сăра сутакан организацисем çинчен пĕлтерсе тăмалла. Лешсен вара çав организацисене çывăхри алкоголь продукцине сутма чарнă территорисен чиккисене палăртса информаци памалла.

«Информаци пĕлтермелли йĕркене пурнăçламаннисене мĕнле явап тыттаратăр?» — кăсăкланчĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саккуна пурин те çирĕп пăхăнмалли çинчен асăрхаттарнă май. Анчах, Ольга Ланцова çирĕплетнĕ тăрăх, хальлĕхе ку ыйтăва федераци шайĕнче уçăмлатса татса паман-ха. Апла пулин те Михаил Васильевич «çав правилăсене шута илменнисене явап тыттармалли» çинчен пусарсах каларĕ.

Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан агентствăна республика бюджетĕнчен субсиди уйăрса парасси те Правительство членĕсене чылай калаçтарчĕ. Михаил Игнатьев Пуçлăх чи малтан микрокредит компанине укçа пани мĕн енчен усăллă пулассипе кăсăкланчĕ. Ольга Ланцова çирĕплетнĕ тăрăх — пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене, уйрăмах республика программисемпе палăртнă приоритетлă ĕç-хĕле /ăслăлăх, технологи тата техника, тирпейлекен производство, ял хуçалăхĕ енĕпе/ пурнăçлаканнисене, кредит парассине вăйлатма май парĕ. 2017 çулхи субсиди калăпăшĕ — 73 миллион ытла тенкĕ.

Сăмах май, 2009 çулта йĕркеленнĕ компани ку таранччен республикăри 2150 субъекта микрозайм панă, çак тапхăрта предпринимательсем хывнă инвестици калăпăшĕ 3 миллиард тенкĕрен иртнĕ. 2016 çулхи кредит укçи-тенкипе, акă, 556 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кăçал, Ольга Ланцова çирĕплетнĕ тăрăх, çапла майпа 85 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçма май килĕ. Михаил Игнатьев пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсене пулăшмалли йĕрке пуриншĕн те уçăмлă тата ăнланмалла пулсан тин агентство ĕçĕ-хĕлĕ тухăçлă пулассине палăртрĕ.

Хальхи вăхăтра республика йăлари çÿп-çапа, каяша пуçтарса тирпейлес тĕлĕшпе çĕнĕлле ĕçлеме тытăнма хатĕрленет. Çĕнĕлĕх 2018 çул пуçланнă тĕле пурнăçа кĕмелле. ЧР строительство министрĕ Владимир Михайлов коммуналлă каяшсене пухса тирпейлес ĕç-хĕле пурнăçлакана конкурс ирттерсе палăртмалли йĕркепе паллаштарнă май пĕлтернĕ тăрăх — малашне çÿп-çап турттарассине тата çак пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме килĕшÿ тăвассине централизацилеççĕ, çак ĕç-хĕле регион операторĕ тата потребитель хушшинчи килĕшÿпе пурнăçласа пырас йĕркене çирĕплетеççĕ. Регион операторне конкурспа палăртассине республика Пуçлăхĕ те ырларĕ.

Халĕ çÿп-çап пухса турттаракан организацисем пĕр тонна каяш хакне 400-500 тенкĕне те çитереççĕ. Вĕсен шухăшĕпе — хак тăкаксемпе шайлашуллă. Паллах, вĕсем тупăш илессишĕн тăрăшаççĕ. ЧР Тарифсен служби шутласа çирĕплетнĕ тăрăх вара — çак ĕç-хĕле пурнăçланăшăн палăртнă хак уйăхра пĕр çын пуçне 70 ытла тенкĕрен пысăкрах мар. Шупашкар хула пуçлăхĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх — тĕп хулари управляющи компанисем хальхи вăхăтра тăкаксене пĕчĕклетес тĕллевпе контейнерсен шутне чакараççĕ, çÿп-çапа пусăрăнтараççĕ, каяша полигона хăйсем тĕллĕн турттараççĕ… Анчах пĕчĕк компанисемшĕн кунашкал ĕç чăрмавлă пулни, тупăш кÿменни куçкĕрет. Михаил Васильевич çÿп-çап ыйтăвĕ ĕнер те калаçтарнине, паян та, ыран та сăмахлаттарассине шута илсе халăх патне ку енĕпе тĕрĕс информаци çитермелли çинчен асăрхаттарчĕ.

ЧР строительство министрĕ Владимир Михайлов паллаштарнă тепĕр проектпа килĕшÿллĕн коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн тÿлемелли норматива халĕ ĕç тăвакан влаç органĕсем çеç мар, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсем те палăртма пултараççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртăн техника параметрĕсем улшăнсан, çавăн пекех энерги перекетлеме тата энерги тухăçлăхне ÿстерме пулăшакан ĕç-хĕле туса ирттернĕ хыççăн вĕсен кунашкал пуçарупа тухма ирĕк пур. Проектра палăртса хăварнă тăрăх — ЖКХ организацийĕсем Строймина тивĕçлĕ документсем тăратаççĕ, министерство вара вĕсене пăхса тухса çирĕплетнĕ хыççăн тивĕçлĕ йышăну тăвать. «Ку ĕç-хĕл усă курнă коммуналлă тăкаксен виçине тĕрĕс шутласа палăртма май парать», — терĕ ЧР строительство министрĕ Владимир Михайлов.

Михаил Игнатьев Пуçлăх яваплă влаç тытăмĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ку енĕпе информаци ĕçĕ-хĕлне туса ирттерме, халăха халĕ йышăнакан ыйтусен пĕлтерĕшĕ пирки тĕплĕ ăнлантарма хушса хăварчĕ. «Патшалăх тата граждансен интересĕсене хÿтĕлесси — пирĕн тĕп тивĕçсен шутĕнче. Сирĕн сăмах уçăмлă тата витĕмлĕ пулмалла», — терĕ вăл.

…Ларăвăн кун йĕркинчи ытти ыйту ЧР Министрсен Кабинечĕн маларахри çулсенче çирĕплетнĕ йышăнăвĕсене, патшалăх программисене улшăнусем кĕртессине ырланипе татăлчĕ.

Рубрика: 

Комментировать