Кредит рейтингĕ лайăхланнă

14 Июн, 2017

Хальхи вăхăтра тĕнче пĕлекен Fitch Ratings тата Moody,s Investors Service рейтинг агентствисем республикăн кредит рейтингĕн шайне палăртаççĕ. Сăмах май, вĕсем унăн мониторингне çулленех хатĕрлеççĕ.

2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Fitch Ratings Чăваш Ене нумай çуллăх рейтингĕ тăрăх «япăххинчен» «çирĕп» прогноза куçарнă. Урăх çĕршыв тата наци укçи-тенкипе шутласан «ВВÇ» шайне çитнине пĕлтерет. «Çирĕп» ăнлавлă рейтинг республика 2016 çулта налук тупăшĕ ÿснине пула бюджет тытăмне лайăхлатнине кăтартать. Унчченхи кредит рейтингне çур çул каялла хатĕрленĕ.

«ВВÇ» шайĕнчи экономика енчен вăйлă аталаннă Красноярскпа, Алтай крайĕсемпе, Тамбов, Мускав облаçĕсемпе танлашать. Чăваш Республикин федерацин Атăлçи округĕнче кредит рейтингĕн шайĕпе Чулхула, Оренбург, Киров облаçĕсенчен, Удмурт тата Мари республикисенчен маларах тăрать. Çакă инвестици илĕртÿлĕхне тата та ÿстерме май парать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.