Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чĕрĕлнĕ!

22 Апр, 2014

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче çĕрле - ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче ир-ирех Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Шупашкарти Пукрав Татиана чиркĕвĕнче Христос чĕрĕлнипе çыхăннă уява - Мăн куна - халалласа кĕлĕ ирттернĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемйипе, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата влаç органĕсен ытти представителĕ те хутшăннă.

Литурги умĕн священниксем тата православи тĕнне ĕненекенсем урама пархатарлă çулăма кĕтсе илмешкĕн тухнă. Сăваплă çулăма Иерусалимри Христос чĕрĕлĕвĕн чиркĕвĕнчен «Иерусалим валли тăнăçлăх ыйтăр» акципе килĕшÿллĕн илсе килнĕ: малтан - Мускава, унтан ятарлă рейспа - Шупашкара. Çак лампадăпа усă курса çуртасем çутрĕç, вĕсене Варнава митрополит чиркĕве килнисене валеçсе пачĕ. Сăмах май, пархатарлă çулăм хĕлхемне Мăн кун эрнинче Шупашкарти кашни чиркÿрех илме май пулĕ.

Унтан Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ ирхи кĕлĕпе литурги ирттерчĕ. Кирилл Патриархăн Мăн кун саламне вуласа пачĕ. Литурги вĕçленсен вăл пурне те Христос чĕрĕлнĕ ятпа саламларĕ. Çак кĕлĕсене Наци телекуравĕн тÿрĕ эфирĕнче тата унăн Интернетри сайтĕнче те пăхма май килчĕ. Трансляцие Пукрав Татиана чиркĕвĕ çумĕнчи çамрăксен православи «Омофор» клубĕн ертÿçи Илия Тумаков комментарилерĕ.

Мăн куна халалланă кĕлĕсем Чăваш Енри район-хулари 169 чиркÿре иртнĕ, вĕсене пĕтĕмпе 35 пин ытла çын хутшăннă.

Тĕне ĕненекенсем çак эрне тăршшĕпех пĕр-пĕрне: «Христос чĕрĕлнĕ!» - «Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!» тесе саламлаççĕ, хĕретнĕ çăмартапа сăйлаççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.