Йывăрлăхсем пулсан та — малаллах!

13 Июн, 2017

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри строительсемпе иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетме тата малашлăх тĕллевĕсене палăртма тĕл пулчĕ.
Ĕнер Чăваш Республикинчи строительство комплексĕн организацийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ, строительство отраслĕн хальхи вăхăтри лару-тăрăвĕпе, унăн малашнехи аталанăвĕпе, граждансене авариллĕ çурт-йĕртен куçарассипе тата çĕнĕрен хута каякан çуртсен таврашĕнчи территорие хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.
Михаил Васильевич палăртнă тăрăх — паян строительсем йывăрлăхсене пăхмасăр начар мар ĕçлесе пыраççĕ. Уйрăмах пурнăмалли çурт-йĕр тăвас ĕç-хĕл аван аталанать, строительство отрасльне хамăр тăрăхри предприятисем пахалăхлă строительство материалĕсемпе тивĕçтереççĕ. «9-мĕш ЖБК» ООО, «Шупашкар керамики» кирпĕч туса кăларас енĕпе, «Керамика» ООО /Шупашкар/ тата унăн Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕ /сантехника изделийĕсем/ производство калăпăшне ÿстернĕ.
Республика Правительстви те çурт-йĕр тăвас ĕç-хĕле тÿпе хывать. Кăçал, сăмахран, ку енĕпе 3 миллиард ытла тенкĕ пăхса хăварнă. «Пирĕн тĕллев — эконом-класс шайĕнчи çуртсене ытларах хута ярасси, çынсем йÿнĕрех хакпа хваттер туянма пултарччăр», — терĕ республика Пуçлăхĕ.
Строительсем тăрăшаççĕ-ха, анчах вĕсене ĕç-хĕл калăпăшне ÿстерме чаракан сăлтавсем те çук мар. Строительство организацийĕсен ертÿçисем канашлура экономикăри йывăрлăхĕсем халăхăн хваттер туянас туртăмне хавшатнине палăртса калаçрĕç. Çавна май та строительство отраслĕн 2017 çулхи кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех.
ЧР строительство министрĕ Владимир Михайлов пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче пĕтĕмпе 105,7 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Ку — пĕлтĕрхи çак тапхăрти лаптăксен 98,2 проценчĕ. Хальхи вăхăтра 76 строительство организацийĕ 121 объектра ĕçлет. Пайçăсемпе 9,8 пин килĕшÿ тунă.
Канашлура кăмăла хуçакан самантсем тавра та калаçрĕç. Сăмахран, строительсем пурте тивĕçсене яваплăха туйса пурнăçламнни чылай чухне пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратать. Çурта палăртнă вăхăтра хута яманран ыйту çĕклекенсем пуррине те палăртрĕ министр. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çирĕплетнĕ тăрăх, сăмахран, тĕп хулари хăш-пĕр çурта ултă уйăх каяллах туса пĕтермелле пулнă. Кунашкал çуртсемпе çыхăннă çивĕч лару-тăрăва вăраха ямасăр татса памаллине палăртрĕ Михаил Игнатьев Пуçлăх. «Е халăха укçа тавăрса памалла, е урăхла меслет тупмалла. Унсăрăн тата та пысăкрах инкек сиксе тухма пултарать», — терĕ вăл.
Республикăра граждансене авариллĕ çурт-йĕртен /2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен çак ушкăна кĕртнисем/ куçарас тĕлĕшпе пуçарнă ĕç-хĕл малалла пырать. Программăн тăваттăмĕш тапхăрĕнче сакăр муниципалитетри 3,4 пин çынна 184 çуртран /пĕтĕмĕшле лаптăк — 47 пин ытла тăваткал метр/ куçармалла. Чи нумаййи — Шупашкар хулинче. Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх — хальхи вăхăтра ку программăпа нумай хваттерлĕ пилĕк çурт тăваççĕ. Вĕсене çурла-авăн уйăхĕсенче хута ямалла. Вăхăт сахаллине кура строительсем икĕ-виçĕ сменăпа ĕçлеççĕ.
Строительсен тепĕр тивĕçĕ вăл — хăйсем хута янă çуртсен таврашĕнчи территорие хăтлăх кĕртесси. Анчах Шупашкар хула пуçлăхĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх — каллех пурте çак яваплăха туймаççĕ. «Çурта хута яраççĕ-ха вĕсем, анчах хăтлăх пирки манаççĕ. Çулсем çук, çутă çук», — терĕ вăл. Çак ыйтăва саккунпа çирĕплетсе татса памаллине палăртрĕ вăл. — Унсăрăн пирĕн строительсене витерме майсем сахал». Хулана тирпей-илем кĕртессишĕн, çынсене канлĕхпе тата хăтлăхпе тивĕçтерессишĕн пурин те тăрăшмаллине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ.
Пурăнакан вырăнтан аякра мар парксем ешерни, ачасене вылямалли ятарлă лаптăксем, спорт лапамĕсем пурри, паллах, аслисемшĕн те, пĕчĕккисемшĕн те аван. Кăçал, сăмахран, ял-хулана хăтлăх кĕртме федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн 280 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. Çак укçа-тенкĕпе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисенчи, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсенчи картишсене тирпейлеме усă курĕç.
Валентина БАГАДЕРОВА

Комментировать