ЧПУ хĕрĕсем Белгородран çĕнтерÿпе таврăннă

13 Июн, 2017

Çĕртме уйăхĕн 7-11-мĕшĕсенче Белгородри патшалăх университечĕн Светлана Хоркина ячĕллĕ спорт комплексĕнче Раççейри студентсен спорт клубĕсен ассоциацийĕн воллейбол енĕпе Раççейри ăмăртăвĕ иртнĕ. ЧПУ хĕрĕсем унта виçĕмĕш вырăн йышăннă.

Спорт мероприятине малтан аслă шкулсенче, кайран округри ăмăртусенче мала тухнă ушкăнсем пуçтарăннă. Федерацин Атăлçи округĕнчи ăмăртăвĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт комплексĕнче пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 1-мĕшĕсенче иртнĕччĕ.

Белгородри ăмăртура пирĕн хĕрсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Каччăсемпе те мăнаçланма сăлтав пур: маларах асăннă аслă шкулта ăс пухакан яш-кĕрĕм тăваттăмĕш вырăна тухнă.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать