Чемей хресченĕсен пăлхавĕ

9 Июн, 2017

Вăл 1907 çулхи нарăс уйăхĕн 11-23-мĕшĕсенче иртнĕ. Унтанпа 110 çул хыçала юлчĕ. Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи Чемейри тата юнашар ытти ялти хресченсем мĕншĕн патша влаçне хирĕç çĕкленнĕ-ха?

Хресченсене пăлхава тухма йыхăраканни Пĕрремĕш вырăс революцине хутшăннă Иван Ми-хайлович Морев /1884-1977çç./ пулнă. Вăл Етĕрне уесĕнчи, хальхи Муркаш районĕнчи Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăна 13-ре çеç шкула пĕрремĕш класа янă. Часах вăл чи лайăх вĕренекенсен шутне кĕнĕ. Темиçе класс пĕтерсен Чулхулана ĕçлеме кайнă. Канавинăри завода вырнаçнă, 1906 çулхи кĕркуннеччен ĕçленĕ. Унта революци тĕллевĕпе çунатланнă Н.Розановпа /1902 çултанпа РСДРП членĕ/ тата К.Дубковпа паллашнă. Вĕсем патша правительствине хирĕçле шухăш-кăмăлпа, халăх хушшинче вăрттăн салатнă литература вулаттарса, митинг-манифестацие явăçтарса чăваш каччин пуçне çавăрнă.

Чулхула кĕпĕрни Етĕрне уесĕпе юнашарах вырнаçнă пирки Сăрçум хресченĕсем унта ĕçлеме çÿренĕ. Вырăнти çынсем политика ыйтăвĕсемпе уççăнах калаçнине илтнĕ. Çарпа полицин пысăк ушкăнĕ 1905 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче Петербургри рабочисене пăшалтан персе салатнине, вун-вун çынна вĕлернине пĕлнĕ. Çĕршывăн нумай кĕпĕрнинче 1905 çул вĕçĕнче пăлхав пуçланнă. Вăл çур çултан хĕрÿленсех çитнĕ, чăваш хутлăхĕнче те сарăлнă.

Иванăн кĕркунне çара кайма ят тухнă, çавăнпа тăван ялне таврăннă. Çамрăксен хушшинче влаçа хирĕçле пăлхавçăсем çинчен каласа панă. Унăн пуçне революци тĕллевĕсем кĕрсе вырнаçнă те-кен сăмах таврари ялсене те çитнĕ. Любимов пачăшкă И.Морев çинчен полицие систернĕ. Унтан çийĕнчех Çĕмĕртлĕх Чемее çитнĕ, çурта ухтарса çĕршывра мĕншĕн революци ирттермеллине ăн-лантаракан литература, хаçатсем, листовкăсем тупнă. Ивана икĕ уйăхлăха Етĕрне тĕрмине хупнă. Çапах та ашшĕпе Чемей çыннисем хута кĕнипе çур уйăхранах ăна ирĕке кăларнă. Иван каллех агитаци ĕçне пуçăннă. Хырçă-марçă пысăкки, çар юхăнни, çĕршывра рабочисемпе хресченсем пăлханни çинчен каласа кăтартнă. Хурал пÿртĕнче е ытти çĕрте Михаля ывăлĕ Иван чухăн халăха пухса çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарнине ватти-вĕтти хăлха тăратсах итленĕ. Тимофей Иванов /Горохов/ тата Михаил Ласточкин та чухăнлăхран хăпассишĕн карланкă çурсах калаçнă. Каярахпа вĕсем ĕçе Владимир Волкова та явăçтарнă. Хăйсен ларăвне вăрттăн ирттернĕ, унта каланă кашни сăмаха протокола кĕртнĕ. Полици килсен ял-йыша чан çапса систерĕпĕр, Етĕрнене пĕр çынна та тыттарса ямастпăр тенĕ.

1906 çулта тырă начар пулнă. Хресченсем налук иртнĕ çулхи чухлех илесрен сехĕрленсех тăнă. 1907 çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче хырçă хырма Чемее вулăс исправникĕпе виçĕ стражник çитнĕ, ял-йыша пухса налукпа татăлман çемьесен пурлăхне сутасси çинчен пĕлтернĕ. Усал хыпар çынсене тарăхтарнă, влаçа хирĕçлеме хистенĕ. Вĕсем налук тÿлеме килĕшмен, стражниксене ялтан хăваласа кăларнă, пĕрин хĕç-пăшалне туртса илнĕ.

Уес влаçĕ хăйсене каçарманнине Чемейсем ăнланнă. Хуларан полици çитиччен вĕсене пулăшма Çĕмĕртлĕх Чемей, Елшик, Тăмкасси, Варпуç ялĕсенчен йышлăн пуçтарăннă. Уй хапхисене питĕрнĕ, яла кĕрекен çула юр чавса пÿлнĕ, Етĕрне енчен полици çывхарнине ял-йыша систерме хурал тăратнă. Влаç йĕркине пăхăнманшăн И.Морева тытса хупма нарăсăн 16-мĕшĕнче Çĕмĕртлĕх Чемее уес исправникĕ, стан приставĕ тата 20 стражник çитнĕ. Вĕсене ял çыннисем хупăрласа илнĕ, вĕрлĕк-сенĕкпе хăмсарнă. Лешсем хĕç-пăшалтан пемен, Етĕрне еннелле чакнă. Хăйсене хуптĕрлекенсене хăратайман, çаврăнса тарнă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.