«МолГородри» форума чăваш çамрăкĕсем министр çумĕн хуранĕпе кайнă

9 Июн, 2017

Çак кунсенче Атăл леш енчи «Буревестник» кану базинче «МолГород-2017» çамрăксен форумĕ иртет. Ун вăхăтĕнче  чăваш çамрăкĕсен форумне кăçал пуçласа йĕркеленĕ. Мероприятие тăван халăхăмăрăн тĕрлĕ регионĕнчи диаспорисен представителĕсене йыхравланă. «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина унта эксперт евĕр хутшăннă, çамрăксемпе «XXI ĕмĕрти чăваш пресси» темăпа калаçнă.

ЧР Культура тата Вĕренÿ министерствисем, Шупашкар хула администрацийĕ тата Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ форума Чăваш патшалăх университетĕнче, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче вĕренекен çамрăксем йышлăн пуçтарăннă. Юлашкинчен каланă аслă шкулта актера вĕренекен, пĕрремĕш курс пĕтернĕ студентсем каланă тăрăх, вĕсене ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов ăсатса янă. Апат пĕçерме вăл хăйĕн хуранне панă.

ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшăнăвĕсен специалисчĕ Эдурад Краснов çанталăк сулхăн та çумăрлă тăни чăваш диаспорисенчи çамрăксене инçе çула тухма шиклентернине пĕлтерет. Килес çул форума министерство «МолГород» форумран уйрăм йĕркелеме палăртать.

Оля ИЛЬИНА, Сĕнтĕрвăрри районĕ, патшалăх культурăпа искусство институчĕн студентки:

– Мероприяти питĕ килĕшрĕ. Чăваш музыка инструменчĕсене ăсталакан Николай Фомиряковпа тĕл пулни хăех мĕне тăрать!

Елена ВАСИЛЬЕВА, Шупашкар районĕ, Шăнкас ялĕ:

– Паян пирĕн форум вĕçленет. Май пулсан килес çул та килме хирĕç мар.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментировать