Йывăр самантра та упăшкин кĕпине сутман

7 Июн, 2017

Чăваш наци çи-пуçĕ, капăрчăкĕ, тĕрри-эрешĕ çав тери нумай вăрттăнлăх упрать. Ĕмĕртен ĕмĕре, йăхран йăха куçакан çав асамлăх мĕнешкел пуянлăх пулнине, тĕрĕссипе, паян эпир ăнкарса та çитерейместпĕр. Çав вăхăтрах наци тумĕн кашни япалипех пĕр-пĕр çын ăраскалĕ, аса илĕвĕ çыхăннă. Кашни япала хăйне евĕр вăрттăнлăх упрать. Паян вулаканăмăрсене Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Яманкассинче çуралса ÿснĕ, ачаранпах чăваш аваллăхĕпе, культурипе, историйĕпе кăсăкланакан Серафима Денисовăпа паллаштарас килет. Вăл хăйĕн пурнăçĕнчи, йăх несĕлĕнчи интереслĕ самантсене аса илсе çемйишĕн хаклă мулĕ-тупри çинчен каласа кăтартрĕ.

Историк тата фельдшер. Серафима Денисова историк пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах хĕр- упраçăн ăраскалĕ урăхларах килсе тухнă. Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Çĕн Атикассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлеме пуçланă. Пĕр теçетке çул иртсен тăван ялне куçнă. Унтанпа 30 çул иртнĕ ĕнтĕ. Хăйне евĕр юбилей кăçал Серафима Моисеевнăн. Хĕрĕх çул ĕнтĕ вăл медицинăра. Çак тапхăрта фельдшер пункчĕ те /ăна 1979-1980 çулсенче тунă/ кивелнĕ. Пысăках мар çурта кăмака хутса ăшăтаççĕ. Малтанах вăл Яманкассисене çеç пăхса тăнă. Юлашки вăхăтра Кушлавăшсен сывлăхне те тĕрĕслет. Унччен ялта фельдшерта Виталий Власов вы-рăс ĕçленĕ. Ăна пурте дядя Витя тенĕ. Халĕ унăн вырăнне Сима аку йышăннă. Ялта ăна пурте, хăйĕнчен аслăраххисем те хисеплесе çапла чĕнеççĕ. «Çитес çул çĕнĕ ФАП туса паратпăр терĕç-ха. Эпĕ уншăн халех савăнатăп», — хĕпĕртевне пытармарĕ Сима аппа.

Тĕрленĕ кĕпе. Серафима Денисова каланă тăрăх, хитре çав кĕпене 79 çул каялла унăн кукамăшĕ Марфа Иванова /1904 çулхи/ савнă мăшăрĕ Захар Иванович /вăл 1898 çулта çуралнă/ валли тĕрленĕ. Чылай çул вăл Марфа Леонтьевнăн арчинче упраннă. Ăна хăйĕн хĕрне Марийăна парса хăварнă. Тĕрĕссипе, вăл çемьери чи хаклă та сумлă япала пулса тăнă та ĕнтĕ. «Асанне-кукамай туприне арчинчен кăларар-ха» йышши конкурссем йĕркелемен пулсан, ахăртнех, ку кĕпе тата темиçе çул выртатчĕ-тĕр. Историйĕ вара акă еплерех пулнă. Марфа Иванова йăла-йĕркене пăхăнакан, ал ĕç тума ăста, тирпейлĕ хĕрарăм пулнă. Ялтан 12 çухрăмра вырнаçнă Ураскилт чиркĕвне юрлама çÿренĕ. «Вăл унта яланах тĕрĕллĕ шурă шупăр тăхăнса каятчĕ. Çан-çурăмне тÿрĕ тытатчĕ. «Чаплă çи-пуçпа курпунланса çÿрени килĕшмест», — тетчĕ. Чиркÿрен таврăнсан шупăрне хывса тирпейлĕн çакса хуратчĕ. Халĕ те упратпăр-ха ăна», — пĕлтерчĕ Сима аппа. Марфа Иванова мăшăрĕ валли тĕрленĕ 3 пир кĕпине ĕмĕр тăршшĕпех арчинче упранă. Пĕрне, капăрлăхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăраканнине, 1938 çулта тĕрленĕ. Кăкăр умĕ валли сарă тата хура çипсене суйланă. Захар Иванов ăна хăнана-мĕне кайнă чухне пĕрре- иккĕ кăна тăхăнкаланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. 1942 çулта кил хуçине çапăçу хирне илсе кайнă. Хурлăхлă хыпар илтсе хурланнă арăмĕ ăна лаша кÿлсе Звенигово хулинчен инçех мар вырнаçнă Суслонгер станцине леçме кайнă. Тепĕр виçĕ уйăхранах Марфа Леонтьевнăна мăшăрĕ хыпарсăр çухални пирки пĕлтернĕ. Марфа Иванова упăшки вилнине ĕненмен, ĕмĕр тăршшĕпех кĕтнĕ ăна, унăн кĕписене тирпейлĕ упранă. Йывăр самантсенче çав кĕпесене арчаран кăларса тытса пăхнă. Куççульпе те пĕрре кăна мар йĕпеннĕ вĕсем... Лăпланнă та малалла пурăнма вăй-хăват тупнă. «Çав кĕпесене халĕ эпĕ упратăп», — тĕлĕнтерчĕ Серафима Моисеевна.

Пысăк катăк сахăр тата кофта. Марийăн чăн ашшĕ вăл пĕчĕк чухнех вилнĕ. Марфа Леонтьевна тепре качча тухнă. Захар Иванович Марийăна хăйĕн тăван хĕрĕ пекех юратнă. Пĕрре Марфа Леонтьевна упăшки Суслонгер станцийĕнчен иртсе каяссине пĕлнĕ. Ăна курма май килмест-ши тесе пуйăс кĕтме кайнă. Икĕ-виçĕ çĕр каçсан кураймасăрах таврăннă. «Пуйăс самантлăха чарăнсан кукаçи палланă пĕр çынна анне валли пысăк катăк сахăр, ал шăлли тата кофта парса хăварнă. «Ку Мари валли!» — тенĕ. Ăçтан тупнă вĕсене вăл? Кофти çук ĕнтĕ, тăхăнса пĕтернĕ. «Эпĕ ăна юратса тăхăнтăм», — тет анне. Кукамай ăна пĕчченех ура çине тăратнă. Халĕ анне те 90-ра ĕнтĕ. Эпĕ те 6 теçетке çула хыçа хăвартăм. Кукамайран аннене кĕмĕл укçаран тунă тенкĕ /хĕрес çакки/, икĕ шупăр, йăпăрка икĕ тутăр тата ытти çи-пуç юлнă. Çынсем хăйсем хыççăн ачисем валли ылтăн, кĕмĕл çĕрĕсем, сулăсем хăвараççĕ. Эпир вара, чăвашсем, кĕмĕл укçаран тунă хĕрес çакки, хамăр çĕлесе тĕрленĕ кĕпе-саппун парнелетпĕр. Манăн икĕ хĕр, иккĕшĕн валли те чăваш кĕписем çĕлетрĕм, тенкĕсем турăм», — каласа кăтартрĕ Серафима Моисеевна.

Пысăклатнă сăн ÿкерчĕк. Ĕлĕк питех сăн ÿкерĕнмен. Денисовсен килĕнче те Захар Ивановичăн сăн ÿкерчĕкĕ пулман. Серафима Моисеевна çын-çын урлă шыраса кукашшĕн сăн ÿкерчĕкне пĕрех тупнă. Анчах кăмăллăн тинкерекен çын кукашшех-ши? Амăшĕ çавах тесе çирĕплетсен тин лăпланнă. Захар Иванов ăна салтака кайиччен Элĕкре документ валли тутарнă. Çав сăн ÿкерчĕке пысăклаттар-нă. Ăна пăхса: «Сан кукаçу пулать ку», — тет мана халĕ анне яланах. Сăн ÿкерчĕке çемье типтерлĕ упрать. Унта Захар Иванов тĕрĕллĕ кĕпипе мар, урăххипе. Çав кĕпене каярахпа кукамăшĕ тăхăнса çÿренĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.