Çăлтăрĕ ĕмĕрсем иртсен те сÿнмĕ

7 Июн, 2017

Паян РФ тата ЧР ял хуçалăхăн, РСФСР тата ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ хисеплĕ çĕр йĕркелÿçи, Етĕрне районĕн тата Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Аркадий Айдак çуралнăранпа 80 çул çитрĕ.

А.Айдак Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ял пурнăçне, çут çанталăка мĕн пĕчĕкрен юратса çитĕннĕ.

37 çул каялла «Ленинская искра» колхозра 3 кун çÿренĕ чухне асам çĕршывне лекнĕнех туй-ăннăччĕ: сăрласа илемлетнĕ кил-çуртсенчен, çут çанталăкăн тĕлĕнмелле илемлĕ тĕнчинчен шутсăр тĕлĕннĕччĕ. Вăл вăхăтра ку тăрăхра çул япăхчĕ, Тури Ачака самолет вĕçетчĕ. Çырма- çатрара пысăк улшăнусем пулнине иллюминатортан асăрхасанах: «Ку, тем тесен те, Айдак çĕршывĕ», — тенĕччĕ сасăпах. Вăл ял хуçалăх производствине ăста йĕркелес, çĕр ĕç культурине ÿстерес, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре çуракан-юхтаракан юрпа çумăр шывĕпе кĕрешсе çут çан-талăк пуянлăхне упрас тĕлĕшпе çĕршывĕпех палăрнă.

Правлени çурчĕ пĕчĕкчĕ. «Хуçалăхĕ вăйлă, мĕншĕн çĕнĕрен тумасть, тăвăр çĕрте епле ĕçлет-ха вăл?» — тĕлĕнеттĕм. Каярахпа пĕлтĕм: А.Айдак хăйĕн хăтлăхĕ пирки шухăшламан. Фермăсене вăйлатма, ял çыннисен сывлăхĕшĕн, усăллă канăвĕшĕн тăрăшнă, пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарнă, санатори уçнă. Культура, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тата социаллă объектсем хăпартнă. 1988 çулта — участок больници, 1989 ç. — Тури Ачакра, 1991 ç. Хучашра шкулсем хута кайнă. Кирек мĕнле ыйтăва та хистесе мар, каласа ĕнентерсе татса панă. 2000 çул тĕлне хуçалăха кĕрекен 14 ялтан кашнинех хытă сийлĕ çул пынă. 1989 çулта Тури Ачака çут çанталăк газĕ çитнĕ. Мал ĕмĕтлĕ те пысăк тавра курăмлăскер самана таппинчен маларах пынă. Пушар деповĕ çĕкленĕ. «Ленинская искра» тĕслĕхĕпе каярах районта 18 хуçалăхра депо тунă.

Аркадий Павлович ертсе пыма тытăннă 1964 çулта колхоз кашни 100 гектар çĕр пуçне — 16,7 центнер аш-какай, 51 ц сĕт туса илнĕ. 1986-1990 çулсенче кăтартăва çуллен 157 тата 433 цент-нера çитернĕ. Унччен кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран — 900 яхăн килограмм, 1990 çулсен пуçламăшĕнче 5,5 пин литр сĕт сунă. Пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ те тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа ÿснĕ. 1961-1965 çулсенче кашни гектартан вăтамран — 8,2 центнер, 1981-1985 çулсенче — 30,5 ц. Кунта, паллах, çут çанталăка хуçалăхшăн ĕçлеттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

А.Айдак хуçалăха ертсе пыма тытăниччен сысна, ĕне, ытти выльăх çырма тăрăх пылчăк çăрнă, курăк тымарне амантнă — тăпрана шывпа ытларах юхтарнă. Колхозниксен пĕр ушкăнĕ çемьене тăрантарас тесе çывăхри пысăк хуласенче пилĕк авнă. Шалу пĕчĕк пулнăран дисциплина та хавшанă. Хуçалăхри йĕркесĕрлĕхпе килĕшме пултарайман çĕнĕ председатель. 4-5 çул иртнĕ çеç — улшăнусем сисĕннĕ. Чи малтанах ĕç укçине ÿстернĕ. Колхоз уйрăм çынсен выльăхĕшĕн те апат çителĕклĕ туса илнĕ. Люцерна пусă çаврăнăшĕнче тĕп вырăн йышăннă. 1964 çулта вăл 3 гектар çеç пулнă, 6 çултанах 400 яхăн гектара çитнĕ.

Выльăха çырмана кăларма чарнă. Унăн тĕпне шалча çапса çатан тытнă, çапла тăпрана тытса юлнă. Тĕрлĕ йывăç нумай лартнă, люцерна çитĕнтернĕ. Çырмара пĕвесем тутарнă. Халĕ 64-шĕ 84 га йышăнать. Тайлăмра йывăç тăрăхĕсем ларттарнă çеç мар, шыв çăтмалли канавсем чавтарнă. Унта хăмла аври, улăм тултарнă.

Çĕршыври пĕрремĕш энтомологи заказникне кунта тунă. Сунар хуçалăхне йĕркеленĕ. Хир сысни, хăнтăр, пăлан, сăвăр, путене, хир чăххи, карăш... Мĕн кăна çук пулĕ!

Вĕлле хурчĕ, сăпса, тĕкĕлтура ĕрчетни те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене пула люцерна 2 хут нумайрах вăрлăх панă. Колхоз иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче ăна сутса çеç мĕн пур тупăшăн 60 процентне илнĕ.

А.Айдак общество деятелĕ те пулнă. 1989-1991 çулсенче — СССР халăх депутачĕ, Совет Союзĕн Аслă Канашĕн Аграри тата апат-çимĕç ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн членĕ. Вăл çине тăнипех ЧР АПК ветеранĕсен союзĕ чăмăртанчĕ.

Ку таранччен «Хыпарта» А.Айдак пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен асаилÿ чылай пичетленчĕ. Паян унăн мăшăрне Людмила Андреевнăна сăмах паратпăр.

— Аркадий Павлович ĕç нумай чухне колхоз правленийĕнчен час таврăнаймастчĕ. Çур çĕр те иртетчĕ. Ытти чухне вăл ялан пĕр вăхăтра выртатчĕ, ирхине 5 сехет çурăра — ура çинче. Организма пиçĕхтерме сивĕ шывпа çăвăнатчĕ. Çулла çăлран 2 витре шыв ăсса сапăнатчĕ. Каярахпа Витя мăнукăм та сивĕ шывпа çăвăнма хăнăхрĕ. Кĕретчĕ те, çирĕп шăнăрлăскер, мана хыттăн çупăрласа: «Атя пĕр çавра юрă юрлатпăр», — тетчĕ. Юрламасăр, ташламасăр вăл нихăçан та ĕçе кайман. Çапла хавхаланса вăй-халне çĕклетчĕ, мана та савăнтарса хăваратчĕ. В.Давыдов-Анатри сăввипе пирĕн ентеш А.Асламас кĕвĕленĕ «Чупрăм тухрăм кÿлĕ хĕррине» юрра питĕ килĕштеретчĕ. Вăл мар, эпĕ çухатрăм ăна. Çăлтăр вырăнĕнчех вăл маншăн. Тÿпене тинкеретĕп те — унăн çăлтăрĕ хăшĕ-ши тетĕп. Сасси уçă, янăравлăччĕ. Мăнаçлăн тулли сасăпа юрланăран хăшĕ: «Айдак юрлама пуçласан ялтан курак тухса тарать пуль», — тетчĕ. Çирĕп шухăш-кăмăллăскертен юрăçăран ытла çар офицерĕ пулма пултарнă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.