Руль умне ÿсĕрле лараççĕ

7 Июн, 2017

Иртнĕ канмалли кунсенче республикăри çул-йĕр çинче ÇÇХПИ ĕçченĕсем (сĕр 32 автомобилиста тытса чарнă.

Патшалăх автоинспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — уяв кунĕсенче çул-йĕр çинчи йĕркелĕхе тĕрĕслеме пур сотруд¬ник та тухнă. Вĕсем масар еннелле каякан çулсем çинче хурал тăнă. Икĕ кунра çул-йĕр правилисене пăснă 13,3 пин ытла тĕслĕхе шута илнĕ. Асăрхаттару вырăнĕсенче хăвăртлăха вăйлатнă 11,9 пин водителе чарнă, ачасене ятарлă автокреслăсăр илсе ç(ренĕ 56 тĕслĕхе тупса палăртнă, машина кантăкĕсене ытлашши тĕттĕм тонировка туни — 58 тĕслĕх. Руль умне 32 водитель (сĕрле ларнă, вĕсенчен 12-шĕ ятарлă хатĕрпе тĕрĕсленме килĕшмен. Çул-йĕр правилисене пăсакансен йышĕнче çуран ç(рекенсем те пулнă, вĕсем тĕлĕшпе 82 протокол çырнă. Сăмах май, канмалли кун¬сенче 54 авари пулнă, вĕсенче 12 çын суранланнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.