Мускавра хальхи вăхăтри чăваш поэзине хакланă

6 Июн, 2017

Александр Пушкин çуралнă кун тĕлне кăçалхипе виççĕмĕш çул ĕнтĕ çĕршывăн тĕп хулинче Василий Блаженный храмĕнчен пуçласа Истори музейĕ таранчченхи лаптăкра "Хĕрлĕ лапам" кĕнеке фестивалĕ ĕçлет. Раççейри чи лайăх кĕнекесем вырăн тупнă курав паян хупăнать. Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Антология современной поэзии народов России" кĕнекене презентациленĕ. Унта пирĕн республикăран ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров тата Марина Карягина поэт, драматург, тележурналист хутшăннă.

Сумлăран та сумлă поэзи антологине Раççейри кашни халăхран пилĕк поэт сăввине кĕртнĕ. Чăвашсенчен çапла чыса Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Петĕр Яккусен, Любовь Мартьянова тата Марина Карягина тивĕçнĕ. 

"Мускаври Хĕрлĕ лапамри пысăк сцена çинче 20 халăхăн поэчĕ Александр Пушкинăн "Я памятник воздвиг себе нерукотворный" сăввине кашни хăй чĕлхипе пĕрер йĕрке вуларăмăр. Пĕр кĕвĕленсе янăрарĕ! - пĕлтерчĕ "Хыпар" издательство çуртне Марина Карягина поэзи фестивалĕн саманчĕсенчен пĕринпе. - Унтан уйрăм чатăрта антологири сăвăсене тăван чĕлхепе (сăн ÿкерчĕкре) тата вĕсен вырăсла куçарăвне вуларăмăр".

Сăмах май, Марина Карягинăна нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри литература фестивальне те йыхравланă. Унта ăна кĕмĕл медальпе наградăланă. Литература мероприятине чикĕ леш енчи чылай çĕршывран: АПШран, Францирен, Данирен, Польшăран, Англинчен, Австрирен, Германирен т.ыт. çĕртен - поэтсем хутшăннă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать